Пӗрремӗш каналта – Çӗнӗ çул чăвашла!
Çапла ятпа иртрӗ Раççейӗн паллă телеертӳçи Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» телекăларăмăн юлашки кăларăмӗ.
Çапла ятпа иртрӗ Раççейӗн паллă телеертӳçи Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» телекăларăмăн юлашки кăларăмӗ. Сăмах май, Елена Малышева тухтăр-терапевт, кардиолог, педагог, медицина наукисен докторӗ, профессор, обществăлла ӗçчен те.
Çӗнӗ çул умӗнхи кăларăмсене вӗсем Раççейре пурăнакан тӗрлӗ халăх культурисемпе çыхăнтарма шутланă. Çапла «Жить здорово!» кăларăмра чăваш Хӗл Мучийӗпе Юрпике пулчӗç. Елена Малышева куракансене чăваш халăхӗн наци апачӗпе шăрттанпа паллаштарчӗ. Телекăларăма унпа пӗрле ертсе пыракан медицина наукисен докторӗ, тухтăр-офтальмолог, профессор Михаил Коновалов, невролог, мануаллă терапевт, медицина наукисен кандидачӗ Дмитрий Шубин шăрттан питӗ те усăллă апат пулнине, унри усăллă япаласем организма ракран сыхланине çирӗплетрӗç. Апатри холин, сăмахран, нерв системишӗн кирлӗ япала. Пӗлнӗ пирӗн мăнасатте-асаннесем мӗн çимеллине.
Кăларăма Шупашкартан ятарласа килнӗ шеф-повар Евгений Шуваев та хутшăнчӗ. Вăл телеертӳçӗсене сăрапа хăналарӗ, наци апачӗн вăрттăнлăхӗсемпе паллаштарчӗ.
Çапла хитрен те тивӗçлӗ кăтартрӗç шупашкарсем чăваш культурине. Залра ларакан çынсем те хапăлласах чăваш апачӗпе сăйланчӗç.
Сăнӳкерчӗксем телекăларăмран туса илнисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев