Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пĕрремĕш класа 57 пин ача

2023-2024 çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче Тутарстанра 57 пин ача пӗлӳ тӗнчине пӗрремӗш утăм тăвать. Шăпах çавăн чухлӗ ача пӗрремӗш класа каять пирӗн. Пӗтӗмпе вара партта хушшине 511 пин ача ларать. 2022 çулхипе танлаштарсан 5 процент нумайрах ку. Юлашки 5 çул хушшинче республикăра шкул ачисен йышӗ 7 пин ытлана ӳснӗ. Кун çинчен ТР Вӗрентӳпе наука министерствин представителӗ Светлана Захарова пресс-конференцире пӗлтернӗ.

Пӗрремӗш класа каякансен шучӗпе вара яланхи пекех Хусан малта. Кунта 24 пин ача пуçласа партта хушшине ларать. 

– 2005 çулта Хусанта 105 пин шкул ачи пулнă-тăк, кăçал – 148 пин. Тепӗр 5 çултан 190 пин пуласса кӗтмелле. Юлашки 5 çулта Хусанта 13 çӗнӗ шкул лартрăмăр эпир. Мускавпа, Санкт-Петербургпа танлаштарсан, çӗнӗ ача сачӗпе шкулсем лартассипе Хусан пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырăнсенче», – тенӗ Хусан мэрӗ Ильсур Метшин çамрăк анне-блогерсемпе çак кунсенче тӗл пулсан. 

2023 çулта Тутарстанра пурӗ 12 çӗнӗ шкул пулмалла. Вӗсенчен 11-шӗ паян, Пӗлӳ кунӗнче, уçăлать. Çав шутра Хусанта «Ритм» 187№ нумай профильлӗ лицей, Бондаренко урамӗнче 1224 вырăнлă, Бичурин урамӗнче 800 вырăнлă хушма корпуслă «Адымнар» полилингвальлӗ вӗрентӳ комплексӗ тата Çырчаллинче, Мамадыш, Тукай, Çӳлту, Элкел районӗсенче.

Вӗренӳ çулӗ умӗн республика 2007 çултанпа «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци ирттерсе сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене шкула кайма кирлӗ хатӗрсем парнелет. Кăçал вӗсен йышне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ачисем те кӗнӗ. Çапла вара шкула каймалли чи кирлӗ хатӗрсемпе 32 пин ачана, вӗсенчен 7788-шӗ пӗрремӗш класа каякансем, тивӗçтернӗ. 

С.Камалетдинов, «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день знаний