Пӗтӗмпе 130 килӗшӗве алă пуснă
Пӗлтӗр хăнасем – 87, кăçал 96 çӗршывран килнӗ
Хусанта черетлӗ «Россия — Исламский мир: KazanForum» XVI Халăхсен хушшинчи экономика форумне хальхинче 96 çӗршыв, Раççейӗн 82 регионӗ тата 400 ытла хаклă хăна хутшăнчӗ. Çулталăкри чи пысăк та пӗлтерӗшлӗ мероприятие май уйăхӗн 20-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Министрсен Кабинечӗн Аппарачӗн ертӳçи Шамиль Гафаров, ТР Раисӗн Эксперт департаменчӗн ертӳçи Игорь Савельев, ТР Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина тата «Росконгресс» фондăн ертӳçин çумӗ Владимир Затынайко паллаштарчӗç.
Экономика форумне пӗтӗмпе 8,35 пин çын, çав шутра Раççей тата 20 çӗршывăн 500 журналисчӗ, хутшăннă. «Алă пуснă килӗшӳсен шучӗпе те, ют çӗршыв министрӗсемпе элчисен шучӗпе те (14 министр, 28 элчӗ) пӗлтӗрхинчен иртсе кайрăмăр», – статистикăпа паллаштарчӗ Шамиль Гафаров. Кун чухлӗ пысăк хăна килни форум историйӗнче пулманччӗ-ха. Пӗлтӗр хăнасем 87 çӗршывран килнӗ-тӗк, кăçал – 96. Апла-тăк, ислам тӗнчин çӗршывӗсемпе диалог анлăланать. Спикер форума пӗтӗмлетнӗ май, çитӗнӳсене кăна мар, çитменлӗхсене те шута илнине палăртрӗ. Килес çулхи форумăн ӗçне лайăхлатма кирлӗ иккен ку.
Форума килме маларах заявка панă 103 çӗршывран 96-шӗ кăна Хусана çитнине Талия Минуллина политикăпа мар, харпăр сăлтавсемпе çыхăнтарчӗ. Çав кунсенче Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Турцирен Хусана вӗçекен самолетсемпе Мускавран килекен поездсем çине билетсем юлман-мӗн. «Çӗршывсен шучӗ мар, форумăн пахалăхӗ пӗлтерӗшлӗрех», – терӗ кун пирки вăл.
Пахалăх пирки калас-тăк, килнӗ хăнасем форума хальхинче те çӳллӗ шайра хакланă. Пӗтӗмпе 130 (пӗлтӗр 120) килӗшӗве, вӗсенчен 75-шӗ çӗршывсен шайӗнче алă пуснă. Форума хутшăнакансемпе хăнасене РФ Президенчӗ В.В. Путин, РФ ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗ С.В. Лавров салам янă.
Пӗтӗмпе 148 сесси, вӗсенче 96 çӗршывăн 8440 эксперчӗ ӗçленӗ. Чи илӗртӳллисенчен спикерсем «Çурçӗр – Кăнтăр» тата «Раççей– Афганистан» сессисене тата ислам финансӗпе куçман пурлăхпа çыхăннă пленарлă ларусене асăнчӗç. Форум хӳттинче пӗтӗмпе 200 мероприяти иртнӗ: Ислам тӗнчин çӗршывӗсен çамрăк поварӗсен турнирӗ, çамрăк дипломатсен, генеральнăй прокурорсен форумӗсем, çамрăк футболистсен ăмăртăвӗ (8 çӗршывран 10 команда) тата ытти те. Хăнасем 35 культура объектне, Хусан Кремлӗпе Камал театрӗн çӗнӗ çуртӗнчен пуçласа Свияжск утрав-хула таранах пулса курнă. «1,5 тонна чак-чак, 14 пин мороженăй çирӗç», – Хусанăн яланхи ăшпиллӗхне палăртрӗ Талия Минуллина. Форумăн программи çав тери анлă пулнăран пур çӗре те ӗлкӗрейменнипе, 5 çăлтăрлă хăна çурчӗсенче вырăн çитменнипе, вӗсенче арабла, акăлчанла калаçакан персонал сахаллипе тата хăрушсăрлăх системипе çыхăннăран регистраци вăрах пулнипе кăна кăшт кăмăлсăр юлнă хăнасем.
Игорь Савельев ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн графикӗ çав кунсенче питӗ тăкăс пулнине палăртрӗ. ОИСăн генеральнăй секретарӗпе Хусейн Ибрахим Тахăпа, тӗслӗхрен, май уйăхӗн 12-мӗшӗнчех тӗл пулнă вăл. Форум кунӗсенче пурӗ 50 официаллă тӗлпулупа мероприятие хутшăннă. Ют çӗршыв, регионсен делегацийӗсен ертӳçисемпе ӗçлӗ тӗлпулусем ирттернӗ.
«Russia Halal Expo» Халăхсен хушшинчи курава кăçал 12 çӗршывпа Раççейри 11 регион 54 стенд хатӗрленӗччӗ. Куçман пурлăх, техника куравӗсем те çулран çул анлăланса пыраççӗ. Куçман пурлăх куравне çитес çул хутшăнас кăмăллисем халех пур иккен.
«Росконгресс» фондăн ертӳçин çумӗ Владимир Затынайко каланă тăрăх, «Россия — Исламский мир: KazanForum» Халăхсен хушшинчи экономика форумне йăлтах халяль стандарчӗпе, çӗнӗ йышши технологисемпе ирттернине палăртса хăварчӗ. Форум площадкисенче, мероприятисем иртекен вырăнсенче Росгвардин 1200 сотрудникӗ ытти йӗрке хуралӗн структурисен ӗçченӗсемпе пӗрле хăрушсăрлăхпа тивӗçтернине кура йӗркене пăснă пӗр тӗслӗх те пулман.
Тухăçлă та ăнăçлă иртнӗ форум çӗршыва çӗнӗ инвестицисем паян мар-тăк, çулталăкран, 3 – 5 çултан илсе килесси иккӗленӳллӗ мар. Çӗнӗ майсем уçать вăл. Чи пӗлтерӗшли – пире хирӗç çӗршывсем Раççее тем пек картана хупас тесен те ӗçӗ тухманни.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев