Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пулă вăлча çапнă чух чан та сас кăларман

СВИЯЖСК утрав-хула та сентябрӗн 9-мӗшӗнче хăнасене кӗтет. Кунта «Свяжск пулă шӳрпи» фестиваль иртет.

СВИЯЖСК утрав-хула сентябрӗн 9-мӗшӗнче хăнасене кӗтет. Кунта çав кун «Свяжск пулă шӳрпи» фестиваль иртет. Мероприятие пулăпа çыхăнтарни ахаль мар,  утрав-хула йӗркеленнӗренпех кунти халăх пулă тытса тăранса пурăннă. XVI ӗмӗрте чи тупăшлă ӗç шутланнă вăл. Ытларах çупах (лещь) тытнипе хулан гербӗнче те çак пулă сăнланма тивӗçнӗ. Пулă тытас ӗçе кунти халăх питӗ сума сунă, пулă вăлча сапнă вăхăтра утрав-хулари пӗр  чиркӳ чанӗ те сас-чӳ кăларман.

Паллах, утрав-хула халăхӗн чи юратнă апачӗ вăл вăхăтра та, халӗ те – пулă шӳрпи. Шăпах вăл пулӗ те фестивалӗн тӗп фишки. Яшкана пысăк хуранта темиçе тӗрлӗ пулăран пӗçерӗç те хăнасене тӳлевсӗрех çитерӗç. Пулă шӳрпин дегустацийӗ кăнтăрла 12.30 минутра пуçланать. Фестиваль вара  ирхине 8.00 сехетрен пуçланса 19.00 сехетченех пырать. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль