Пулас политиксене "тиха" чухне вӗрентеҫҫӗ
Ҫамрӑксен парламентӗнче пӗр мандатлисем валли те вырӑн пулать
Тутарстанри Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Дамир Фаттахов пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри Ҫамрӑксен парламентне суйланас тесе 130 кандидат регистрациленнӗ. Вӗсен конкурс витӗр иртмелле пулать.
Министр сӑмахӗсемпе, пӗр мандатлӑ кандидатсем те сахалӑн мар. Нимӗнле общество организацийӗнче те тӑман яшсем заявкӑсем параҫҫӗ. Пӗр вырӑншӑн ӗнтӗ 3 ҫын кӗрешет.
Ҫамрӑксен парламентӗнче пӗр мандатниксем валли пӗрремӗш хут 20 вырӑн уйӑрнӑ.
Ҫамрӑксен парламентне кӗрес текенсене августӑн 15-мӗшӗччен регистрацилеҫҫӗ. Яш-кӗрӗм министрӗ конкурса сахалтан та 300 кандидат хутшӑнасса кӗтет.
Заявкӑсен шучӗ сехетсерен ӳсет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев