Пуласлăха йӗркелесе
Паян Хусанта «Формируя будущее» Халăхсен хушшинчи Вӗрентӳ министрӗсен форумӗ ӗçлеме пуçларӗ
Паян Хусанта «Формируя будущее» Халăхсен хушшинчи Вӗрентӳ министрӗсен форумӗ ӗçлеме пуçларӗ
Кăçалхипе иккӗмӗш хут иртет вăл. 40 ытла çӗршыврн пуçтарăннă унта хутшăнакнсем. Форум Мускавра июнӗн 9-мӗшӗнче уçăлнă, ыран июнӗн 11-мӗшӗнче вӗçленет.
Паян Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-Паркра уçăлчӗ вăл. Пленарлă ларура РФ çутӗç министрӗ С.С.Кравцов РФ Президенчӗн В.В.Путинăн саламне вуласа пачӗ. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф.Х.Мухаметшин Форума хутшăнакансене саламласа сăмах каларӗ, кӗскен Тутарстанпа паллаштарчӗ.
Тӗплӗнрех Форум ӗçӗ çинчен «Сувар» страницинче çырса пӗлтерӗпӗр.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк С.Камалетдиновăн («Татар-информ» ИИ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев