Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурăнма ӗçлемелле

Зуфар Фаатович ТР халăх художникӗ, РФ тава тивӗçлӗ художникӗ.

 

Августăн 7-мӗшӗнче ТР Патшалăх Ӳнер искусствисен музейӗ çумӗнчи «Хазинэ» Нацин ӳнер галерейинче «Творить, чтобы жить» курав уçăлать. XX ӗмӗрти Тутарстанăн чи паллă ӳнерçисенчен пӗрне Зуфар Гимаева халалласа йӗркеленӗ ăна.

Тӗрлӗ мелпе, жанрпа ӗçленӗ ăста пӗр тапхăр ТР художникӗсен союзне те ертсе пынă. Зуфар Фаатович ТР халăх художникӗ, РФ тава тивӗçлӗ художникӗ. Республикăра та Раççей шайӗнче те тжтжшах пленэрсем йӗркеленӗ. «Творить, чтобы жить» куравра ӳнерçӗн чи малтанхи ӗçӗсенчен пуçласа (1970-мӗш çулсен вӗçӗ) юлашки картиничченех курма пулать.

Çак галерейăрах 2021 çулхи январӗн 28-мӗшӗнчен пӗр уйăхлăха юбилей  куравӗ ӗçленӗччӗ.

Курав 2023 çулхи октябрӗн 8-мӗшчен ӗçлет.

Сăнӳкерчӗк ТР Культура министерстви сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка