Пурăннă пулсан Анатолий Чебанов 89 çул тултармаллаччӗ
Литература анинче вăл питӗ тухăçлă ӗçленӗ, тарăн йӗр хăварнă: 300 яхăн пьеса, 20 пин ытла сăвă йӗрки, вуншар теçетке калавсемпе очерксем, романсем çырнă. Анчах халăх паян кунччен юратса пурăнакан пӗр пьесине кăна çырнă пулсан та ун ячӗ ӗмӗрлӗхех чăваш литературин классикӗсен шутне кӗрсе юлатчӗ.
Литература анинче вăл питӗ тухăçлă ӗçленӗ, тарăн йӗр хăварнă: 300 яхăн пьеса, 20 пин ытла сăвă йӗрки, вуншар теçетке калавсемпе очерксем, романсем çырнă. Анчах халăх паян кунччен юратса пурăнакан пӗр пьесине кăна çырнă пулсан та ун ячӗ ӗмӗрлӗхех чăваш литературин классикӗсен шутне кӗрсе юлатчӗ.
Сăмахăм «Праски инке хӗр парать» пьеса авторӗ Анатолий Сафронович Чебанов çинчен. Пурăннă пулсан вăл паян 89 çул тултармаллаччӗ.
Анатолий Чебанов 1937 çулхи февралӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхал ялӗнче çуралнă. Вăтам пӗлӳ Хурăнвар Шăхаль ялӗнче илнӗ. Унтан Пăвари ял хуçалăх техникумӗнче вăтам професси пӗлӗвне илнӗ. Ун чухне вӗренсе пӗтерсен çамрăк специалистсене распределенипе совет çӗршывӗн тӗрлӗ кӗтесӗсене ӗçлеме янă. Анатолий Чебанова комсомол путевкипе Çурçӗр Казахстанри «Докучаевский» совхозне яраççӗ. Унтан вăл çар ретне тăрать. Хӗсметрен таврăнсан малалла вӗренес ӗмӗтпе Курганри ял хуçалăх институтне кӗрет (1962 ç.). Аслă пӗлӳллӗ специалист тăван тăрăхне таврăнса нумай çулсем хушши Çӗпрелӗнчи, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнче ӗçлет. Юлашки çулӗсене Ульяновск облаçӗнчи Нагаткинора ирттернӗ. 2011 çулхи июнӗн 20-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхех куçне хупнă.
Анатолий Чебанов ял çынни пулнăран хăйӗн хайлавӗсенче те ял çыннине сăнлама юратнă. Тӗрли пур унта – ял интеллигенчӗсем, вӗçкӗнӗсем, пултаруллисем, ӗçченнисем, тӳрӗ кăмăллисем, камитлӗ персонажсем. Пурне те вăл питӗ тӗрӗс те туллин уçса кăтартма пултарнă. Мӗн тейӗн – сăмах маçтăрӗ.
Унăн «Праски инке хӗр парать» камичӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн сцени çине 20 çул ытла тухса тăнă. Кӳршӗри Мари Эл Республикинче те ăна юратса йышăннă. М.Шкетан ячӗллӗ Мари Элти республика драма театрӗнче 10 çул ытла лартнă. Унăн нумай сăввине юрра хывнă. «Сарă тюльпансем» юрри халӗ те телевиденипе радиоран каймасть. Ăна аслисем те, çамрăксем те юратса йышăнаççӗ.
Анатолий Чебанова 1997 çулта ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ят панă. Унсăр пуçне Ульяновск облаçӗн Хисеплӗ гражданинӗ ята та тивӗçнӗ. Чăнлă районӗн Хисеп кӗнекине те ун ячӗ ӗмӗрлӗхех çырăннă.
Анчах çак пысăк та хисеплӗ наградăсене илме тивӗçсен те вăл мăнкăмăлланса çӳремен. Хăйне тирпейлӗ те сапăр тытнă. Анатолий Чебанова ентешӗсем, ăна çывăх пӗлекенсем пысăк çынлăхлă çын пек астăваççӗ. Унăн юбилейне пӗр çулхине Хурăнвар Шăхалӗнчи шкулта паллă тунăччӗ. Çавăн чухне ăна пурнăçра пӗлнисенчен нумай ырă сăмах илтме тӳр килчӗ.
Сăнӳкерчӗк https://наследиечувашии.рф сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев