Пурăннă пулсан Василий Дедушкин 93 çул тултармаллаччӗ
Тутарстан Республикин тата Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чăваш халăх ӳнер академийӗн членӗ Василий Афанасьевич ДЕДУШКИН Тутарстанри Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче 1933 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче çуралнă. Алла аттестат илсен Çӗпрел районӗнчи Шланкари çичӗ çул вӗренмелли шкулта, каярах Чăваш Çӗпрелӗнчи 37-мӗш ача çуртӗнче ачасене вырăс чӗлхи вӗрентнӗ.
1955 çулта Хусанти медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Ăна хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен ТЭЦ-2 здравпунктра фельдшерта ӗçленӗ. Ӗçленӗ хушăрах Медицина институчӗн санитари факультетӗнче вӗреннӗ.
1968-1985 çулсенче РСФР апат-çимӗç промышленность министерствин Тутарстанри обществăлла апатлану предприятийӗсен продукци пахалăхӗпе санитарин кураторӗ пулнă. Хусанти «Суту-илӳ центрӗ» ресторанта, «Татарский» апат-çимӗç комбинатӗнче санитари тухтăрӗнче тăрăшнă. ТАССР Министрсен Канашӗ çумӗнчи Çăкăр пӗçерекен промышленность управленийӗнче мӗн пенсие тухичченех ӗçленӗ. Тивӗçлӗ канăва тухсан та Хусанти 4№ çăкăр пӗçерекен заводра тăрăшнă.
Халăх сăмахлăхӗпе, таврапӗлӳпе Василий Афанасьевич мӗн ачаран интересленнӗ. Хаçат-журнал материалӗсене пухса тематика альбомӗсене хатӗрленӗ.
1993 çултанпа В.А. Дедушкин Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ пулнă. Телевиденипе, радиопа тачă çыхăну тытнă, тӗрлӗ курав, фестиваль йӗркелеме хутшăннă.
Чăваш наципе культурине аталантарма тата пропагандăлама хастар хутшăннăшăн Василий Афанасьевич Дедушкина Тутарстан тата Чăваш Ен культурисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ятсене панă. Хăйӗн пурнăçӗ тăршшӗпе вăл чăваш фольклористикине тӗпчес, ăна çынсем патне çитерес тесе тăрăшнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев