Пушмак пăру туяннă тăкака саплаштараççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Пушмак пăру туяннă тăкака саплаштараççӗ

Тутарстанăн Ял хуçалăхпа апат çимӗç министерстви килте ӗне тытакан граждансене ăратлă пушмак е пӗрре пăранланă ӗне туяннă тăкака саплаштарма субсиди парать.

Республика ӗне тытакан граждансене выльăх туяннă тăкакăн пӗр пайне саплаштарма пушмак пăрушăн – 60, ӗнешӗн 70 пиншер тенкӗ уйăрасси çинчен пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат çимӗç министерствин пресс-служби.Çаплах сăвăнакан 8 ӗне шăнăçакан ферма лартма – 600, 5 ӗне ферми валли 300 пиншер тенкӗ укçа парать. Заявкăсене ноябрӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа 21-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Тӗплӗнрех ramilya.galimzyanova@tatar.ru электронлă адреспа тата  (843) 221 76 88 телефонпа пӗлме пулать.


Сельское хозяйство

Нет комментариев