«Путешествие в сердце Евразии» экспедици Чăваш Ен урлă иртет
Халăхсем хушшинчи пысăк экспедици июнӗн 6-мӗшӗнче Мускавра пуçланать те июлӗн 26-мӗшӗнче Душанбере вӗçленет. Тӗнчери ученăйсене, тӗпчевçӗсене, çулçӳревçӗсене тата журналистсене пӗрлештерекен проектăн маршручӗ вăрăм. Раççей, Казахстан, Кăркăсстан, Таджикистан, Узбекистан çӗршывӗсен территорийӗсем урлă иртет.
Экспедицие хутшăнакансем çак вăхăтра Евразин чи паллă та илемлӗ вырăнӗсенче пулса историйӗпе геологине, ӳсен-тăранпа чӗрчун тӗнчине тӗпчӗç. Çаплах наци паркӗсемпе заповедниксене, историлле хуласемпе культура объекчӗсене çитсе курӗç.
Чăваш Енре аслă шкулсемпе музейсене, хулан паллă вырăнӗсене çитсе чăваш халăхӗн пуян культурипе паллашнисӗр пуçне семинарсемпе конференцисене те хутшăнӗç. Çапла майпа регион туристсене илӗртнипе пӗрлех хăйӗн наука потенциалне те кăтартасшăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев