Раштав православи христианинӗсене тӗрӗслӗх, ырлӑх тата хӗрхенӳ идеалӗсем тавра пӗрлештерет. Ҫак хаклӑ япаласем Раҫҫей обществин нравственность тата ӑс-хакӑл никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн саламӗнче пӗлтернӗ.
"Вырӑс православи чиркӗвӗ, Раҫҫейри ытти христиансен конфессийӗсем пирӗн историпе культура еткерлӗхне упраса хӑварас, ҫемье институтне ҫирӗплетес, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывни пӗлтерӗшлӗ", - палӑртнӑ патшалӑх пуҫлӑхӗ.
Путин тӗн организацийӗсем хӑйсен тата ҫӗнӗ регионсенче пурӑнакансене пулӑшас тӗллевпе тӑрӑшнине уйрӑммӑн палӑртрӗ.
ИА "Татар-информ" сӑнӳкерчӗкӗ
Нет комментариев