Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Путин журналистсемпе тӗл пулчӗ

Ҫӗршыв Президенчӗ паян кунӗпе журналистсемпе калаҫать. Хамӑн нӗрсӗр ӗҫтешсемшӗн хушӑран намӑс пулкаларӗ пулсан та калаҫӑва вӗҫне ҫитиччен пӑхма вӑй ҫитертӗм.


Путин нумай ыйту ҫине хуравларӗ. Ҫав шутра ҫӳпӗ-ҫапӑ тирпейлекен заводсем пирки те. Президент шухӑшӗпе вӗсене чи ҫӗнӗ технологисемпе тумалла.
"Пирӗн отрасле предприятисене туса аталантармалла. Вӗсем тӑвӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Переработка тӑвакан предприятисен шутне ӳстермелле. Ҫавӑн пекех ҫынсене те вӑл мӗнле предприятисем пулнине, мӗнле ӗҫленине ӑнлантармалла. Тавралӑха сиен мӗн чухлӗ кӳрӗнет, пур-и вӑл сиен ҫут ҫанталӑкшӑн, предприяти ҫумӗнче пурӑнакан ҫынсене ҫакӑ чӑрмав кӳрет-и?" – терӗ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ.
Тавралӑха сиен кӳрес мар тесен ҫулпуҫ шучӗпе Япони тӗп хулинчи пек каяш тирпейлекен хальхи завод тумалла.
"Пысӑк мегаполиссенче, калӑпӑр, Токиора, ҫӳпӗ-ҫапӑ тирпейлекен предприятисем хуларах вырнаҫнӑ. Тӗтӗмлемеҫҫӗ, шӑршӑ кӑларса лармаҫҫӗ, ҫынсен пурнӑҫне пӑсмаҫҫӗ, экологине те сиен кӳмеҫҫӗ. Енчен те эпир чи ҫӗнӗ технологисене усӑ куратпӑр-тӑк, эпир ҫапла тӑвас тетпӗр те, нимӗнле йывӑрлӑх та сиксе тухмалла мар",– терӗ РФ Президенчӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен Раҫҫейре каяш реформи тапраннӑ. Федераллӑ мусор операторне туса хунӑ тата 200 регион операторне, хытӑ каяшсене тирпейлемелли территорири схемӑна хатӗрленӗ. Путин шухӑшӗпе ҫивӗч проблемӑна ырана хӑвармалла мар.
"Эпир ҫулталӑкра ҫӗршывӗпе килсенчен 70 млн тонна ҫӳпӗ-ҫапӑ кӑларатпӑр. Ку питӗ те нумай. Отходсене тирпейлекен отрасль Совет Союзӗнче те, ҫӗнӗ Раҫҫӗйре те пулман, эпир ӑна пуҫласа тӑватпӑр", – пӗлтерчӗ Владимир Владимирович. Ун шучӗпе, ку ыйтура ҫынсемпе тӳррӗммӗн калаҫни ҫитмест. Кӑтартмалла, ӑнлантармалла, вӗрентмелле.
Кӑшт маларах Тутарстан влаҫӗсем экоактивистсемпе каяшсене ҫунтарса тирпейлес ыйту пирки тӗлпулнӑччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев