Путинӑн хушӑвне декабрӗн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла
Проектӑн кураторӗ ТР Президент Аппарачӗн ертӳҫи Асгат Сафаров пулать, вӑл республика Президенчӗн хушӑвӗсене пурнӑҫланине тишкерӗ.
Тутарстанра "Цифра экономики" наци проектне пурнӑҫа кертсе "Регион управленийӗн центрне" (РУЦ) тӑваҫҫӗ. Ҫакнашкал распоряжение ТР Президенчӗ Рустам Минниханов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Республикӑра РУЦ проектне пурнӑҫа кӗртекен проект офисне йӗркелӗҫ. Офисӑн председателӗ пулма республикӑри этем прависене хӳтӗлекен уполномочӗннӑя Сария Сабурскаяна сӗннӗ.
"Народный контроль" патшалӑх информаци системи РУЦ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ чухне хирӗҫле ҫыхӑну валли цифра платформи пулать.
ТР Министрсен Кабинечӗ тата Президент Аппарачӗ обществӑлла ҫыхӑнусемпе коммуникацисен сферинче цифра проекчӗсем аталантаракан коммерцилле мар "Диалог" организаципе пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ ҫирӗплетӗҫ. Вӑл центра тунӑ ҫӗре хутшӑнӗ.
РУЦ проектӑн кураторӗ ТР Президент Аппарачӗн ертӳҫи Асгат Сафаров пулать, вӑл республика Президенчӗн хушӑвӗсене пурнӑҫланине тишкерӗ.
"Регион управленийӗн центрӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн 2020 ҫулхи январӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх Канашӗн ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йышӑннӑ порученийӗсен переченӗнчи 3-мӗш пунктпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗрет. Ун тӑрӑх Федерацин мӗн пур субъекчӗсенче Регион управленийӗн центрӗсем тӑвӑнмалла. Вӑхӑт 2020 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗччен парӑннӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев