Пӑва районӗнчи Пÿркел шкулне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме ентешсем те пулăшаççĕ
Украинăри ятарлă çар операцине хутшӑнакан Андрей пĕр класа юсама укçа панă. Вăл хăй те çак шкултан вĕренсе тухнă.
Пӑва районӗн пресс-служби пĕлтернĕ тӑрӑх, хальхи вăхăтра Андрей отпускра. Хӑйӗн класс ертӳҫипе Надежда Ивановна Пиколовăпа тӗл пулнӑ хыççăн, тăван шкула пулăшма шут тытнă. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне кабинетра стенасене, урайне, партӑсене сӑрланă, чÿрече карри туяннă.
Андрей класри сӗтел-пукана та ылмаштарасшăн пулнă, анчах вĕренекен унран çакăн пек пысӑк парнене йышӑнайман.
«Пирӗн Андрей ҫамрӑксемшӗн пуриншӗн те тӗслӗх: вӑл яланах ҫирӗп кăмăл-туйăмлă, хӑюлӑхпа, тӗрӗслӗхпе палӑрса тăрать. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан вӗренекенсене ун çинчен каласа кӑтартӑп», — мăнаçлăн пĕлтерет Надежда Ивановна.
Пӑва районӗнчи «Мираски» ҫамрӑксен ҫӗнӗ центрӗнче çамрăксем нумай пулмасть Украинăри ятарлă çар операцине хутшӑнакан ентешĕсемпе тӗл пулнă, çар çыннисенчен пӗри центра хӑйӗн шевронне парнеленӗ.
Сӑнӳкерчӗк ТР Пӑва районӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев