Пушкăртстанра Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнӗ ятпа уяв иртнӗ
Майăн 27-мӗшӗнче Ӗпхӳри наука тата технологисен университечӗн Çтерлӗ филалӗн пушкăрт тата тӗрӗк филологи факультетӗнче чăваш литературин классикӗ К.В.Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă уяв пулнă. Уява тутар тата чăваш филологи кафедрин студенчӗсемпе преподавателӗсем тата Çтерлӗ хулинчи чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем хутшăннă.
Уява килекенсене пушкăрт тата тӗрӗк филологи факультечӗн деканӗ А.Ф. Утяев, тутар тата чăваш филологи кафедрин пуçлăхӗ И.С.Мансуров, воспитани енӗпе ӗçлекен деканăн çумӗ М.С.Арсланова, чăваш наципе культура автомийӗн ертӳçи О.П.Федорова тата Çтерлӗ хулинчи чăваш культура обществин председателӗ О.А.Иванова саламланă.
Мероприятие ертсе пыракансем – Ольга Никитинăпа тата Константин Петров чăваш поэзийӗн çăлтăрӗн пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе паллаштарнă, унăн тӗрлӗ енлӗ таланчӗ çинчен каласа панă. Студентсем «Нарспи» поэмăри сыпăксене вуланă. Уявра «Константин Васильевич Иванов – чăваш поэзийӗн классикӗ» презентаципе курав йӗркеленӗ.
Сăнӳкерчӗксем «ФНКАЧР Чувашский мир» телеграм-каналтан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев