Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗпхӳре Праски Виттин ӗçӗсен куравӗ уçăлнă

Ноябрӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 14-мӗшӗччен Пушкăртстанра чăвашсен паллă ӳнерçин Праски Виттин (Виталий Петрович Петровăн) ӗçӗсен куравӗ ӗçлет. Ӗпхӳри ZAMAN MUSEUM проекчӗ «Замандаш» грант программин çӗнтерӳçисенчен пӗри пулса тăнипе экспозицие йӗркелеме май пулнă.

Чăваш халăх художникӗ, Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗ, художник-монументалист, график, иллюстратор, вӗри эмальпе ӗçлекен ăста вăл. Праски Витти этномодернизм тӗнчинче паллă çынсенчен пӗри.Унăн ӗçӗсенче чăваш хаăхӗн тумӗсене, юррине, уявӗсене тата ытти пӗлтерӗшлӗ япаласене курма пулать.

Нумай чăваш пурăнакан регионшăн чăваш халăх художникӗн куравӗ уçăлни питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России художник Башкортостан