Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пысăк пукане ăстисене ăнăçу

Йошкар-Олара ноябрӗн 14-19-мӗшӗсенче «Яндар» Халăхсен хушшинчи пуканесен театрӗсен фестивалӗ пырать

Йошкар-Олара ноябрӗн 14-19-мӗшӗсенче «Яндар» Халăхсен хушшинчи пуканесен театрӗсен  фестивалӗ пырать

Ноябрӗн 14-мӗшӗнче Марий Эл Республикин тӗп хулинче Йошкар-Олара «Яндар» (таса) Халăхсен хушшинчи пуканесен театрӗсен  фестивальне йӗркелекенсен 60 яхăн заявка пăхса тухма тӳр килнӗ. Суйласа илнисенчен нумайăшӗ спектакльсемпе тӗрлӗ фестивальсенче пулса лауреат ята илтме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.

Хусанти «Экият» пуканесен театрӗ Д.Мамин-Сибирякăн «Серая шейка» калавӗ тăрăх лартнă спектакльпе хутшăнать фестивале. Спектаклӗн режиссерӗ Ильгиз Зайниев, художникӗ Сергей Рябинин, композиторӗ Юрий Чаплин. Кăçал республикăри театрсен «Тантана» премин лауреачӗн ятне «Ачасене чи лайăх спектакль» номинацире илнӗ. «Экият» Марий Эл Республикин пуканесен театрӗн сцени çине ыран, ноябрӗн 16-мӗшӗнче тухать.

Шупашкарти пуканесен театрӗ У.Шекспирăн «Король Лир» пьесине суйласа илнӗ. Ку спектакль «Ылтăн маска» Раççей наци театр премине илме номинацире те пулнă.

 Пӗрремӗш  «Яндар» фестивале Раççей тата Казахстан хулисенчен 12 коллектив хутшăнать: Мускав, Санкт-Петербург, Челябинск, Владимир, Воркута, Киров, Хусан, Элиста, Çырчалли, Шуашар, Йошкар-Ола тата Актоба (Казахстан).

Фестивалӗн афиши интереслӗ. Унта П.Ершовăн «Конек-горбунокӗпе» юнашарах У.Шекспирӗн «Король Лир» (16+), Ж-Б. Мольерăн «Скупой» (12+) хайлавӗсен ячӗсене курма пулать. А.С.Пушкинăн «Годунов» (16+) драми те пур. Конкурсантсене Алексей Гончаренко (Мускав), Олеся Кренская (Санкт-Петербург) тата Анастасия Павлова (Ижевск) тектр критикӗсем хаклӗç. 

Пур театр фестивалӗнче те тӗл пулакан «чи лайăх режиссер»,«чи лайăх актер»... номинацисемсӗр пуçне фестивальте икӗ гран-при пулать – «ачасене чи лайăх спектакль» тата  «Çитӗннисене чи лайăх спектакль». Фестиваль интереслӗ иртесси пирки иккӗленместпӗр театрсен спектаклӗсем реăиссура енчен, артистсем выляссипе пӗринчен тепри вăйлăрах пулни курăнать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль