Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пысăк пулмасан та çурхи шыв сивӗ те пăтранчăк

Мартăн 16-мӗшӗ тӗлне Пăва районӗнчи Хăят патӗнче тата Кильдураз патӗнчи Сӗве урлă хунă лутра кӗперӗсем урлă шыв юхма чарăннă

Тутарстанри Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пӗлетрнӗ тăрăх, Республикăри юханшывсенчи шыв шайӗн ӳсӗмӗ вăтамран илсен 8-15 сантиметртан çур метра çити çӗкленет. Сӗвере тата унăн юпписенче – Хырлара, Кӗтнере, Улемара – ею шывӗ чакса пырать.

Анзирка, Кичуй, Милля, Мензеля, Актай юханшывӗсенче те шыв чакса пырать. Кӗçӗн Çарăмсан, Берсут, Шешма юханшывӗсенче шыв шайӗ вырăнӗ-вырнӗпе çырантан кăштах ытларах.

Мартăн 15-мӗшӗ тӗлне Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Слобода Петропавловская ялӗ патӗнчи гидрологи пост пӗлтернӗ тăрăх, шыв пӗтӗмӗшле 256 сантиметра çӗкленнӗ, хăрушă шая çитме тата 87 см юлнă.

Мартăн 16-мӗшӗ тӗлне Пăва районӗнчи Хăят патӗнче тата Кильдураз патӗнчи Сӗве урлă хунă лутра кӗперӗсем урлă шыв юхма чарăннă.

Кӗперсем улă шыв юхакан çырмасем пур-ха республикăра. Нурлат районӗнчи Урняк ялӗ патӗнче Аслă Çарăмсан кӗпер урлă пӗр метр çӳллӗрех юхса выртать. Шешма юханшывӗ Слобода Архангельская патӗнче кӗпер урлă çур метр çӳллӗрех юхать. Арча районӗнчи Качелинора Казанка юханшывӗ 40 метр тăршшӗ лаптăкран çул урлă юхса выртать.

Хальхи вăхăтра Чрезвычайлă лару-тăру министерствин службисем хутшăнмалли сăлтав çук. Хăрушлăх тухсан çынсене эвакуацилеме пур службă та хатӗр.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев