Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗр ӗҫченӗсем Мускавран пулӑшу кӗтеҫҫӗ

Уҫӑм тыррисем лайӑх хӗл каҫчӗр тесен, ҫак культурӑсене акассине тӗплӗн хатӗрленмелле, пар ҫӗрӗсене хатӗрлемелле

Паян  ТР Президенчӗ Рустам Минниханов районсен пуҫлӑхӗсемпе ял хуҫалӑх ӗҫӗсем пирки селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Республикӑри ял хуҫалӑх министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстан аграрийӗсен кӑҫал нумай уҫӑм хирне пӑрахӑҫлама тивнӗ. Ведомство кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, уҫӑм культурисем 219 гектар ҫинче шӑннӑ. Ку вӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗн 39 проценчӗ. Ял хуҫалӑх производителӗсене пурӗ 1,6 млрд тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ ҫанталӑк. 

Марат Ахметов сӑмахӗсемпе, тӑкаксене саплӑштарас тесе Тутарстан Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинчи эксрертизӑна иртме хутсем хатӗрлесе панӑ. Финанс пулӑшӑвӗ кӗтеҫҫӗ.

Министр каланӑ тӑрӑх, чылай район документсене хатӗрлес ӗҫе тӗплӗн тунӑ, вӗсен Мускавран укҫа илес шанӑҫ пысӑк. Ҫав вӑхӑтра Элмет, Пӑва, Ҫӳльту, Лениногорск, Мамадыш, Нурлат, Чистай тата ытти районсен хусӗсене темиҫе хут тавӑрса пама тивнӗ.

Марат Ахметов сӑмахӗсемпе, уҫӑм тыррисем лайӑх хӗл каҫчӗр тесен, ҫак культурӑсене акассине тӗплӗн хатӗрленмелле, пар ҫӗрӗсене хатӗрлемелле.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство