Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем?

Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.

Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук. 

Тутарстанри массăлла хыпар хатӗрӗсем митинг мирлӗ формăра иртрӗ тесе çыраççӗ. Малтанласа митингрисем центри Бауман, Кремль урамӗнче иртнӗ, Хура кӳлӗ патне çитнӗ. Митинг мӗнле иртнине Тик-токра кунӗпех кăтартнă. Мирлӗ теççӗ те, анчах хăш-пӗр видеосенче хӗрсе кайнă çынсем мирлӗ утакансенех пырса тапни, çапса ӳкерни курăнчӗ. Ушкăн халăх вăл – хăрушă вăй. Митнигрисене хӳтерме полици тухсан хăш-пӗри саланма пуçланă. Мӗн кирлӗ-ха вӗсене? Вӗсем çӗршыв пуçлăхне хирӗç плакатсем йăтса тухнă, тӗрлӗ кăшкăрусем хатӗрленӗ. Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна. Çавăнпа кашни ашшӗ-амăшӗн хăй ачипе кун пирки калаçмалла, вӗрентӳ заведенийӗсенче те политуроксем ирттермелле. 

Паллă ӗнтӗ, пӗр митнигпа кăна лăпланмӗç вӗсем. 90-мӗш çулсенче халăха Америка «жвачкипе» хӗтӗртсе совет союзне аркатмарӗç-и-ха вӗсем? Пирӗн пӗр çӗршыв, иккӗмӗшӗ çук. Çак шухăш ачасемпе çамрăксен ăсӗнче те çирӗпленмелле.   

Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика