Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Раççей йӗлтӗр йӗрне» хутшăнас тесен паян каçчен заявка пама ӗлкӗрмелле

«Раççей спорчӗ» патшалăх программипе иртекен «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ – 2026» массăллă чупу кăçал февралӗн 14-мӗшӗнче пулать. Çӗршывпа пӗрле яланхи пекех старта Хусан та тухать. Ăмăртăва хутшăнас тесен «Патшалăх услугисем» порталта паян, февралӗн 12-мӗшӗнче, каçхине 19 сехетчен регистрациленме ӗлкӗрмелле.

Хула çыннисемпе хăнисене меллӗ пултăр тесе Хусанта ăмăрту валли кăçал 4 площадка хатӗрленӗ. Çитес спорт уявӗ пирки Хусан хулин физкультурăпа спорт комитечӗн председателӗн çумӗ Ришат Ибатуллин паян «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.

Çапла вара Хусан хулин Вахитов, Приволжски районӗсенче пурăнакансем валли Горки-Ометьево вăрманӗнче, Советски районӗнчисене Дербышки поселокӗнчи Хурăнлăхра, Новосавиновăрисене Казанка юханшывӗн хӗрринче (Гаврилов урамӗн айкки), Мускавпа Киров районӗсенчисене Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионра трассăсем кӗтеççӗ.

Ришат Ибатуллин пӗлтернӗ тăрăх, тӗп локаци кăçал Юдино поселокӗнчи «Локоматив» стадион пулать. Мероприятие кунта кăнтăрла 12:00 сехетре сцена çинче хаваслă уçнă хыççăн йӗлтӗр спортне юратакансем пурте харăс 2 километр дистанцие старта тухаççӗ. Йӗлтӗр спортне юратакансемсӗр пуçне профессионал йӗлтӗрçӗсемпе спорт шкулӗсенче вӗренекенсем те пулаççӗ кунта. Вӗсем 5-10-шар километр дистанцие чупаççӗ. Çаплах СВО ветеранӗсен, ыркăмăллăх организацийӗсен ертӳçисен, пурăнмалли çурт-йӗр комплексӗсен хушшинче «Чемпионы нашего двора» тата Тутарстанри «Динамо» спорт обществин 100 çуллăхне халалланă ятарлă эстафетăсем пулаççӗ.

 Ачасене хула тăрăх илсе çӳремесен те юрать хальхинче, вӗсем валли трассăсем шкул çумӗнчех хатӗрлеççӗ.

«Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» массăллă чупăва хутшăнас тесен «Паташалăх услугисем» порталта регистраци ирнисӗр пуçне тата медицина справкипе страховка пулмаллине каларӗ Ришат Ибатуллин. Мандат комиссийӗ Хусанти тӗп стадионра февралӗн 9-мӗшӗнченпе ӗçлет. Регистраци иртсен кунта документпа, медицина справкипе тата спорт страховкипе «старт пакетне» (номер, спорт шапки) илме килмелле. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ – 2026» массăллă чупăва хăш площадкăра хутшăнассине кашни çын хăй суйлать. Пӗр сăмахпа, «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ кăçал та интереслӗ иртессе, çанталăк аван пуласса шантарать. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр ăмăртăва 20 пин ытла çын хутшăннă, кăçал тата нумайрах пуласса шанаççӗ.Çавăнпа ку спорт уявӗ çинчен çӗр хут илтиччен пӗр хут килсе хутшăнмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт