Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чупма юратакансем валли ятарлă центрсем уçаççӗ

Пӗтӗм Раççейри çăмăл атлетика федерацийӗ массăллă спорта аталантарас тата сывă пурнăç йӗркине йӗркелес тӗллевпе çӗнӗ проект хута янă. Вăл 2036 çулччен çăмăл атлетикăна аталантармалли стратегин пӗр пайӗ пулса тăрӗ.

Спорта юратакансем валли Раççей регионӗсенчи, çав шутра Тутарстанри икӗ теçетке ытла хулара тӳлевсӗр чупмалли центрсем уçăлӗç. Вӗсене çынсем чупма хăнăхнă вырăнсенче вырнаçтарӗç. Çуртсенче  душ кабинисем, хывăнмалли пӳлӗмсем, камерăсем тата тренировка залӗсем пулӗç.  Çывăхри территорире резина витнӗ чупу çулӗсемпе мероприятисем ирттермелли лаптăксем те вырнаçтарма палăртнă.

Спорта юратакансен хушшинчи çыхăнăва çирӗплетме ятарлă мобильлӗ приложени хатӗрлеççӗ. Вăл пӗр шухăшлă çынсене тупма, маршрутсемпе тата хăйсен кăтартăвӗсемпе паллаштарма, çавăн пекех тӗрӗс хаклăхсем йӗркелеме май парӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт бег