Раççейӗн хăш регионӗнче çынсем пуянрах пурăнаççӗ?
Ăçта-ши пурăнма лайăхрах, хăш çӗрте çынсем пуянрах пурăнаççӗ? Çак ыйтусене хуравлама статистика пулăшать. Ăна Росстатпа РФ Банкӗ тунă. Пӗтӗмлетӳсем Çӗпӗр енче пурăнакансен пурнăçӗ ытлă-çитлӗрех пулнине кăтартнă. Ку ӗнтӗ унти ӗç укçин калăпăшӗпе те çыхăннă. Тутарстанри халăх мӗнле пурăнать-ши?
Росстат тата РФ Банкӗ Раççей регионӗсенче пурăнакан халăхăн ырлăх-пурлăх шайӗн рейтингне тунине пӗлтерет «РИА Новости» информаци агентстви. Тутарстан çӗршыв субъекчӗсен хушшинче 13-мӗш вырăн йышăннă. Республикăн рейтинг балӗ пӗлтӗрхи кăтартусемпе 51,38 танлашнă, 2020 çулта 47,84 балл пухнă пулнă. Тутарстанран маларах Камчатка крайӗпе Свердловск облаçӗ пыраççӗ. Чи лайăх 3 регион шутӗнче – Ямалпа Ненецк тата Чукотка автономи округӗсем, Магадан облаçӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев