Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре иртекен çутӗç марафонӗ

Апрелӗн 28-мӗшӗнче Тутарстанăн тӗп хулинче Знание.Первые марафон иртет. Марафона Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă. Çӗршывăн хӳтӗлевçисем, паллă общество деятелӗсем, пысăк компанисен ертӳçисем, çӗршыв паттăрӗсем, ученăйсем шкул ачисемпе тата студентсемпе тӗл пулса Аслă Çӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшне сӳтсе яваççӗ. Акцие тăнăçлăхшăн, ирӗклӗхшӗн тата пуласлăхшăн кӗрешнӗ кукаçей-асаттесен паттăрлăхне кăтартса парас тесе ирттереççӗ.

Пулас марафон федерацин пӗтӗм округне пырса тивекен пысăк мероприяти. Тӗрлӗ регионсенче вырнаçнă 11 площадкăра 25 пин ытла çамрăк пуçтарăнать.

Хусанта иртекен марафон шайӗнче паллă çынсем хутшăннипе лекцисем тата уçă диалогсем пулаççӗ. Аслă лейтенант, Раççей тата Донецк Халăх Республикин Геройӗ Расим Баксиков тата ÇАР корреспонденчӗ Александр Яремчук ачасемпе Тăван çӗршыва  хӳтӗлеме мӗншӗн кирлине сӳтсе явӗç. Совет авиацийӗн аталанăвӗпе çитӗнӗвӗсем çинчен «Яковлев» ПАО генеральнăй директорӗ Вадим Бадеха каласа парӗ. Аслă вăрçăпа унăн паттăрӗсем çинчен кăсăклă информацие пӗлтерме РФ Президенчӗ çумӗнчи Истори асăмӗн наци центрӗн ертӳçине Елена Малышева чӗннӗ. КГМУ профессорӗ, Михаил Девятаев ячӗллӗ астăвăм фончӗн учредителӗ, Совет Союзӗн Геройӗн М.П.Девятаевăн ывăлӗ Александр Девятаев ашшӗ паттăрлăхӗ çинчен каласа парӗ. Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ артисчӗ Егор Дружинин пысăк темăна –  вăрçă çулӗсенче искусство шанчăк символӗ пулса тăнине  çӗклӗ. Актер, шоумен, телеертӳçӗ, юрăç, продюсер Стас Ярушин çамрăксемпе (MUZLOFT) ăрусене пӗрлештерекен музыка çинчен калаçӗ.

Пӗрремӗш кун, апрелӗн 28-мӗшӗнче, марафон Хусансăр пуçне  Мускавра, Санкт-Петербургра, Севастопольте, Владикавказра, Омскра, Пермьре, Рязаньре, Салехардра, Южно-Сахалинскра тата Донецк Халăх Республикинче те ӗçлет. Марафонăн иккӗмӗш тата виççӗмӗш кунӗсем апрелӗн 29-30-мӗшӗсенче Мускаври Поклонная тăвӗ çинчи Çӗнтерӳ музейӗнче иртеççӗ.

Знание.Первые марафонăн пресс-службин сăнӳкӗрчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь патриотизм воспитание 80-летие Великой Победы