Раççейрен Китая курма каякансен шучӗ палăрмаллах ӳснӗ
Раççейпе Китай хушшинче визăсăр режим хута кайнăранпа Хусантан Китая самолетпа вӗçекенсен шучӗ виçӗ хут ӳснӗ.
Çапла пӗлтерет Туту çулçӳревсен сервисӗн пресс-служби.
Компанин аналитикӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тăрăх, визăсăр режим вăя кӗнӗ пӗрремӗш уйăхра – сентябрӗн 15-мӗшӗнчен тытăнса октябрӗн 15-мӗшӗччен – Раççейрен Китая кайса курас текенсен йышӗ 60 процент таран ӳснӗ. Уйрăмах Владивосток, Новосибирск тата Хусан хулисенчен вӗçекенсем нумайланнă.

Китая вӗçме туяннă билетсен 53 проценчӗ Мускава тивет. Иккӗмӗш вырăнта – Владивосток (10 процент), ун хыççăн Санкт-Петербург, Красноярск тата Новосибирск (5-шер процент) пыраççӗ. Кайма-килме туяннă билетсен пӗтӗмӗшле вăтам хакӗ 75,4 пин тенкӗпе танлашать.
Хăна çурчӗсене хăш хулара броньленине пăхсан курма каякансемшӗн уйрăмах Пекин (31 процент), Шанхай (22 процент), Гуанчжоу (14 процент), Харбин (10 процент) тата Шеньчжень (5 процент) интереслӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев