Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Раççей чăваш пикин» «тулашри» номинацийӗ

Конкурс ячӗ «Раççей чăваш пики» ятлă пулсан, мӗншӗн «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» номинаци кирлӗ? Конкурса пӗртанлăх принципӗн никӗсӗнче йӗркелемеççӗ апла? «Пӗрремӗшне хамăрăнне паратпăр, иккӗмӗшне те хамăрăннех, виççӗмӗшӗ вара сире пултăр», – тенӗ пек пулса тухать капла.

«Хăйсен хӗрӗсен илемне хаклама пӗлекен халăх пӗтмест», – тесе каланăччӗ пӗр паллă çын эпир 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Тутарстанра «Чăваш пики» конкурса йӗркелеме тытăнсан. Унтанпа нумай çул итрӗ. Хальхи вăхăтра пике конкурсӗсене чăвашсем йышлă пурăнакан кашни районта ирттереççӗ е ирттерме пултараççӗ.
ЧӲК УЙĂХӖН ВӖÇӖНЧЕ
Часах Шупашкарта Раççей чăваш пикине суйлӗç,тесе пӗлтереççӗ тӗрлӗрен хыпар хатӗрӗсем. Маларах çак конкурс Мускавра иртетчӗ пулсан, халӗ ӗнтӗ темиçе çул тăтăш ăна Чăваш Енре кăна ирттереççӗ. Çавна май чи хитре пикен пуç кăшăлне тăхăнас текенсем те сахаллăн мар, хăш чух 33-рен те иртет вӗсен йышӗ. Финал 4-5 сехете тăсăлни те пулнă конкурс историйӗнче. Республикăри кашни район хăйӗн чиперккине тăратать, регионсенчен те килеççӗ вырăнти илем конкурсӗсенче çӗнтернӗ пикесем. Анчах та вӗсене «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» номинацирен ирттересшӗн мар ахăр. Унсăрăн мӗн тума шутласа кăларнă пулӗччӗç çак «хисеплӗ» ята?

ТУЛАШРИ ПИКЕ

Çакăн пекки иртнӗ çул Çырчаллинчи Василина Романовăпа пулса иртнӗччӗ. Хӗре питӗ лайăх хатӗрленӗччӗ, тӗрев ушкăнӗ кăна Тутарстанран 20 çынна яхăн пуçтарăнса кайнăччӗ – темле пуçа шăнăçман ят илсе таврăнчӗç – «Тулашри чăваш пики». Çакă 2016 çулта «Раççей чăваш пики» ята Шупашкартан Ксения Романова Хусана илсе таврăннипе пулчӗ пулмалла. Çӗнтерӳçӗ парни юта ан кайтăр тесе-и, конкурс условийӗсене улăштарнă. Нивушлӗ халӗ Чăваш Республикинчен хутшăнакан хӗрсем кăна Раççей чăваш пики пулаяççӗ? Ытти çӗртен килнисем валли урăх ятсем те çитеççӗ тесе шутлаççӗ-ши? Кунпа ниепле те килӗшес килмест.

ИЛЕМ ИЛӖРТЕТ
Кăçалхи конкурсăн финалӗ ноябрӗн 29-30-мӗшӗсенче Шупашкарти Культурăпа ӳнер институчӗн залӗнче иртет. Унта Питӗрти, Тутарстанри, Ульяновскри, Тюменьри чăваш автономийӗсем хăйсен пикисене хутшăнтарасси пирки пӗлтернӗ. Конкурса «Халăхсен наци пуянлăхӗ – Раççей пуянлăхӗ» проектпа килӗшӳллӗн ирттереççӗ тесе хыпарлать ЧНК сайчӗ. «Чăваш пики» конкурс пирӗн халăхăн хальхи йышши бренчӗ пулса тăчӗ, ăна ытти халăх çыннисем те курасшăн. Ăмăртура чылай çӗнӗлӗхсем пулмалла тесе, çӗнӗ номинацисем те кӗртни çинчен пӗлтереççӗ конгресрисем. Мӗнлисем-ши вӗсем? Пăхар-ха конкурс-фестивалӗн Положенине.

НОМИНАЦИСЕМ
1-мӗш вырăн йышăнакана «Раççей Чăваш пики – 2018» ята параççӗ, 2-мӗшне «Вице-Раççей Чăваш пики – 2018». Уйрăм номинацисенче жюри пайташӗсен ытларах сассине пухнă хӗрсем тивӗçӗç. Вӗсен хушшинче: «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике», «Тараватлă пике», «Çивӗч ăс-тăнлă пике», «Хӳхӗм пике»... Юрать-ха «Куракансем кăмăлланă пике» номинаци те пур çак конкурсра. Нумай алă çупакана илсе килекен хӗрӗн шанăç пулать ăна илме. «Çивӗч ăс-тăнлă пике» хăйăва камăн çыхса çӳрес килӗ-ши?.. Эпир хăнăхнă «Йăл кулă» номинаци ăçта? Мӗншӗн «Çивӗч куçлă пике» номинацие кӗртмен тата?
АУТСАЙДЕРСЕМ
«Шестьсот, восемьсот, эпир хамăр высший сорт», – тесе такмаклаççӗ Чăваш Енри туйсенче хӗр паракансем. Ыйтусем нумай пирӗн. Конкурс ячӗ «Раççей чăваш пики» ятлă пулсан, мӗншӗн «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» номинацие конкурса кӗртмелле йӗркелекенсен? Çак номинацие, калăпăр, Муркаш е Елчӗк хӗрӗ ниепле те тивӗçеймест. Апла пулсан вӗсем пӗр тан условисенче тупăшмаççӗ конкурсра.  Хăй çӗнтерейменнине пӗлсе тăрса ăмăртăва хутшăнакан хӗрӗн мӗнле тытмалла хăйне, мӗнле кăмăлпа сцена çине тухмалла? (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

 



 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России