Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре пӗтӗмпе 8 культура аталанăвӗн центрӗ уçăлмалла, вӗсенчен 2-шӗ – Тутарстанра

ЧУН АПАЧӖ ВĂЛ ПАНДЕМИ ВĂХĂТӖНЧЕ ТЕ КИРЛӖ

Коронавирус инфекцине пула кăçала палăртнă нумай культура мероприятине онлайн форматпа ирттерме тиврӗ пулсан та, чи пысăк проектсене пурнăçлассине чăрмантарман. «Çак кризислă çулта та культурăри пӗр проекта та пăрахăçламан пирӗн. Музыка инструменчӗсемпе тивӗçтертӗмӗр, искусство шкулӗсене юсатпăр», – терӗ ТР культура министрӗ Ирада Аюпова çак кунсенче «Татар-информ» агентствăра​ журналистсемпе тӗл пулсан.

Черетлӗ пресс-конференцие 2019 çулхи январь уйăхӗн 1-мӗшӗнче хута кайнă «Культура» наци проекчӗ республикăра мӗнле пурнăçланнине халалланăччӗ. Аса илтеретпӗр, асăннă нацпроекта РФ Президенчӗн «2024 çулччен Раççей Федерацине аталантармалли тӗллевсемпе стратегилле задачăсем çинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн пуçарнă. «Культура» наци проекчӗ «Культурная среда», «Пултарулăх çыннисем» тата «Цифра культури» виçӗ федераллă проекта пӗрлештерет. Тутарстана çак тӗллевпе 250 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă.
Тӗрӗссипе, çӗнӗ Культура çурчӗсем лартас, киввисене тӗпрен юсаса çӗнетес ӗç Тутарстанра темиçе çул каяллах пуçланнă-ха, республика программи тухăçлă ӗçлет ку енӗпе. Чылай ялта клубсем çӗнелчӗç ӗнтӗ. «Культурная среда» проект вара ку ӗçе тата хăвăртлатать. Асăннă нацпроектпа килӗшӳллӗн, Çырчаллинчи пукане театрне юсанă, музыка пӗлӗвӗ паракан 14 культура учрежденине музыка инструменчӗсемпе, оборудованипе, вӗрентӳ материалӗсемпе тивӗçтернӗ, 3 модельлӗ библиотека тунă, ялсенче 5 клуб лартнă. Çапла вара сентябрӗн 14-мӗшӗ тӗлне республикăра 27 объект уçнă иккен. Ыран, октябрӗн 10-мӗшӗнче,​ Тукай районӗнчи Ильбухтино ялӗнче тепӗр Культура çурчӗ уçăлӗ.
Çитес çулсенче республикăра культура аталанăвӗн тепӗр икӗ центрӗ ӳссе лармалла. Кун валли Елабугăпа Ешӗлвар хулисенче çӗр уйăрнă. Хальхи вăхăтра проектсем экспертизăра. И.Аюпова пӗлтернӗ тăрăх, проект ӗçӗсем вӗçленсен центрсене хăçан туса лартассине палăртӗç, ку вăл е иккӗшӗ те 2021 çулта е пӗрин хыççăн тепри 2021–2022 çулсенче пулӗ. Пӗтӗмпе кун пек проектсем Раççейре пурӗ 8 лартмалла, вӗсенчен иккӗшӗ – Тутарстанра.
​ «Пултаруллă çынсем» проектăн тӗллевӗ – кадрсен ыйтăвне татса парасси. Унпа килӗшӳллӗн, республикăри культура сферинче ӗçлекен 1089 специалиста вӗренме, пӗлӗве ӳстерме янă. Тӗрлӗ шайри фестивальсем иртнӗ, ăс-хакăл, патриотизм воспитанийӗ парассипе культурăпа çутӗç программисем пурнăçа кӗнӗ.
Культура учрежденийӗсем самана таппинчен те юлмалла мар. Шăпах çак тӗллевпе тепӗр проект «Цифра культури» ӗçлет. Унпа килӗшӳллӗн, республикăра халӗ 5 виртуаллă культура залӗ, экспозицисемпе культура проекчӗпе 3 мультимеди-гичӗ пур,​ Наци электронлă библиотеки истори пӗлтерӗшлӗ 500 кӗнекепе пуянланнă. Пӗр сăмахпа, «Культура» наци проекчӗ кашни ӳсӗмри çынна чун апачӗпе тивӗçтерес тӗллевлӗ. ​

Ирина КУЗЬМИНА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев