Раççейре ял хуçалăхӗн пӗрремӗш пӗчӗк çыравӗ августăн 1-30-мӗшӗсенче иртет
Тӗллевӗ – çӗршыври ял хуçалăхӗнчи улшăнусем, ӗçсем çинчен тӗрӗс информаци пухасси. Çак тӗлӗшпе республикăра 41 районта комисси йӗркеленӗ. Çырав пӗтӗмпе 594 ял хуçалăхне, 2530 хресчен (фермер) хуçалăхӗпе харпăр предпринимателе, 1383 садпа пахча юлташлăхне тата ялсенчи 420,9 пин харпăр хуçалăха пырса тивӗ.
Переписчика паллама йывăр мар, вăл «сельскохозяйственная микроперепись» тесе çырнă симӗс тӗслӗ кепкăпа, накидкăпа çӳрет. Переписчик пулнине ӗнентерекен удостоверенийӗ пур.
Çыравра харпăр е ытти тӗрлӗ хуçалăхсенчен килте миçе çын пурăннине, çӗр лаптăкӗпе мӗнле усă курнине, килте мӗнле тата миçе пуç выльăх пулнине ыйтаççӗ. Переписчика нимӗнле документ та кăтартмалла мар. Мӗншӗн тесен çырав листи çинче кун пек пункт çук.
2021 çулхи çыравăн хăйне евӗрлӗхӗ – хальхи технологисемпе усă курни. Çавăнпа ыйтăм вăхăтӗнче переписчик планшетпа е ноутбукпа усă курӗ. Ку вăл информаци пухас, пăхса тухас ӗçе хăвăртлатма кирлӗ.
Пирвайхи пӗтӗмлетӳ 2021 çулăн 4-мӗш кварталӗнче, çыравăн пӗтӗмлетӗвӗ 2022 çулăн 4-мӗш кварталӗнче паллă пулать. Çапла майпа çырав ял хуçалăхӗнчи улшăнусене шута илсе малашнехи аталанăвӗн прогнозне тума, мӗнле-мӗнле экономика пулăшăвӗ кирлине палăртма тата ял хуçалăхӗн эффективлăхне ӳстерме пулăшӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев