Раççейри социаллă сетьсем те пур, çавсене куçăпăр
nstagram социаллă сеть ертӳçисем халăхсем хушшинчи правона пăхăнмасăр, Раççей çыннисене тӗп тума чӗнсе каланисене чарма килӗшменнине кура, Раççейӗн Генеральнăй прокуратури çак соцсете Раççейре чарса хурасси пирки йышăну тунă
Пӗр-пӗр наци е патшалăх пӗрлӗхӗпе çыхăннă çынсене пусмăрлама чӗнсе калани «геноцид» текен преступлени шутне кӗрет. Вăл ООНăн Нюрнберг трибуналӗ хыççăн, 1948 çулта йышăнннă «О предупреждении преступлений геноцида и наказания за него» Конвенцине хирӗçлет.
Пирӗн граждансен, чи малтан ачасен шалти туйăмӗсем лăпкă пулччăр, психологи сывлăхӗ тӗреклӗ пултăр тесе тăрăшмалла, вӗсене сетьре мăшкăлланинчен сыхламалла.
Сирӗн тусăрсене, çырăнаканăрсене хыпарламалли, фото-видеоматериал кăтартмалли ытти ресурссем те пур, çав шутра Раççейрисем те.
Çапла майпа Роскомнадзор хушăвӗпе Раççей территорийӗнче «Инстаграм» мартăн 14-мӗшӗнче 00 сехетре ӗçлеме чарăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев