Радиацирен хӑтаракан ҫырла пирӗн пахчарах ӳсет
Пиҫсе ҫитеймен хурлӑхан ҫимӗҫӗнче С витамин пиҫсе ҫитнинчен 4 хут нумайтарах
Хурлӑхан – пур ҫӗрте те пур, Австралипе Антарктидӑсӑр пуҫне. Тӗнчере вӗсем 150 тӗрлӗ сорт, эпир хурине, хӗрлине тата шуррине кӑна пӗлетпӗр.
Пиҫсе ҫитеймен хурлӑхан ҫимӗҫӗнче С витамин пиҫсе ҫитнинчен 4 хут нумайтарах. Чи тутлӑ тата усӑллӑ хурлӑхан – ҫурҫӗрте ӳсни. Вӑл кашни ҫулах ӗлкерсе те ҫитеймест.
Хурлӑханӑн ҫулҫисем те витаминлӑ, ҫавӑнпа ӑна авалтан консервӑланӑ чухне усӑ курнӑ.
Вырӑссем ӑна ӗлӗк "монастырская ягода" тенӗ, мӗншӗн тесен хурлӑхана мӗн пур мӑнастырьте ӳстернӗ.
Хурлӑхан организмран радиаци витӗмӗн каяшӗсене – радиоизотопсене кӑларать.
Ҫитӗннӗ ҫыншӑн С витаминӑн кулленхи дози
–хурлӑханӑн 30-40 ҫырлинче. Ӑна тӑтӑшах ҫисен иммунитет ҫирӗпленет.
Хура хурлӑхана пуринчен ытларах Раҫҫейре ӳстереҫҫӗ. Мӗншӗн тесен унран апат-ҫимӗҫ производствинче усӑ куракан натураллӑ пӗветкӗҫ тӑваҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев