Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Радио саламӗ

Ноябрӗн 1-6-мӗшӗсенче «Тутарстан Радио» К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗнчен тӳрӗ эфира тухнă. Ку проект 90 çулхи юбилейпе çыхăннă, театра куçса çӳрекен радиостанци вырнаçтарнă.

Ноябрӗн 1-6-мӗшӗсенче «Тутарстан Радио» К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗнчен тӳрӗ эфира тухнă. Ку проект 90 çулхи юбилейпе çыхăннă, театра куçса çӳрекен радиостанци вырнаçтарнă. Асăрхани вырăнлă, «Тутарстан радио» историйӗнче театр ролӗ те пур. 1927 çулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче пӗрремӗш радиопередача эфира тухнă. 1930 çулчченех радио К.Тинчурин ячӗллӗ театр çуртӗнче пулнă.

Ноябрӗн 6-мӗшӗнче, Тутарстан Республикин Конституци кунӗнче радио кунӗпех театртан эфира тухнă. Шăп çак кун театрăн юбилей мероприятийӗсем те иртнӗ. Вӗсенчен пӗри – афишăсен музейӗ уçăласси. 90 афиша театрăн историйӗ çинчен те, аталану ӳсӗмӗ çинчен те каласа парать. Юбилей каçӗ уяв концерчӗпе вӗçленнӗ. Программăра халăх юррисене, паллă тутар композиторӗсем ятарласа спектакльсем валли çырнă юрăсее театр артисчӗсем юрланă.

Сăнӳкерчӗксем театр архивӗнчен, «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр