Юлашки кун хушшинче Раҫҫейре 141 883 чирленӗ ҫынна регистрациленӗ. Ҫакӑн пек ӳсӗм пандеми вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут пулнӑ.
Чи нумай чирлекен Мускавра (23 784), Санкт-Петербургра (19 234) тата Мускав облаҫӗнче (10 188) регистрациленӗ.
Юлашки 3 кун 120 пинрен сахал мар этем кашни кун чирленӗ.
Халӗ пӗтӗм тӗнчипе тухтӑрсем "Омикрон" штаммӗ тухнипе ытларах пӑшӑрханаҫҫӗ. Январӗн 26-мӗшӗ валли Раҫҫейре чи нумай ҫын ҫак штаммпа чирлеме пуҫланӑ, вӑл "Дельта" штаммран та мала тухнӑ.
РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин "Омикронӑн" ҫӑмӑл юхӑмӗ ҫине шанмалла мар тата Covid-19 хирӗҫ вакцинаци тумалли пирки каланă.
Нет комментариев