Раҫҫейри йӗлтерпе сноуборд канӑвӗн чи лайӑх виҫӗ курорчӗн шутне Тутарстанри те кӗнӗ
Сочири Олимпиада вӑхӑтӗнче йӗлтӗр трассисене сивӗтекен генераторсемпе юр хӳтерни халӗ те асра
«Сӗве сӑрчӗсем» курорт виҫҫӗмӗш вырӑнта пырать. Ҫакӑн ҫинчен туристсен Турстат порталӗ пӗлтерет.
Аналитиксен кӑтартӑвӗсемпе, Тутарстан курортӗнчен Кузбасри Шерегеш тата Сочири Роза Хутор кӑна иртсе кайнӑ, вӗсем сасӑлакансен 16-шар процент сассисене пуҫтарнӑ. "Свияжские холмыне" портала кӗрекенсен 10 проценчӗ суйласа илнӗ.
Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре сноубордпа нумай ҫын кӑсӑкланма тытӑннӑ, унпа аппаланакансем 3 млн ҫынна ҫитнӗ. Тен, ку ту ҫинчен ярӑнса анакан мӗн пур ҫынна шута илни-тӗр, аппалану йӳнӗ тесе калама ҫук. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ бизнеса та Раҫҫейре илсе пыма хӑрушӑ. Хӗлле юр ҫумасан - тавар никама та кирлӗ мар. Ун пек хӗлсем пирӗн патра пулкаларӗҫ ӗнтӗ. Сочири Олимпиада вӑхӑтӗнче йӗлтӗр трассисене сивӗтекен генераторсемпе юр хӳтерни халӗ те асра. Бюджет ун чухне самай ҫӳхелнӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев