Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАЙОН СУМӖ, ЧĂН БРЕНД

Январӗн 20-мӗшӗнче Пăвари Культура çуртӗнче «Уяв» чăваш фольклор ансамблӗ 10 çул тултарнине паллă турӗ

 

Иртнӗ эрнекун Пăвари Культура çурчӗ чăвашсен калаçăвӗпе, кулли-шӳчӗпе кӗрлесе тăчӗ. Районти «Уяв» чăваш фольклор ушкăнӗ 10 çул тултарнине çапла янравлăн уявларӗ.  Юбилярсене саламлама ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем пычӗç. 10 çул хушшинче районта кăна мар, республика, регион шайӗнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнакан «Уявăн» тус-юлташӗсем те йышлă. «Уявăн» праçникне Ульяновск облаçӗнчи, Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи, Çӳлту, кӳршӗри Çӗпрел районӗсенчи ӗçтешӗсем пынă. Савăнăçлă каçа Пăвари Культура çурчӗн коллективӗ çамрăксен ташшипе уçрӗ. Çакăн хыççăн «Уяв» Виталий Станьялăн «Камсем эпир...» сăввине тӗпе хывса лартнă композиципе сцена çине тухрӗ. Чуна пырса тивмелле ахрăм пек илтӗнчӗç паллă сăвă йӗркисем. Ку пултарулăх номерӗ «Уявăн» сцена çинчи ăсталăхне çеç мар, ăс-хакăл пуянлăхне те кăтартса пачӗ. Ансамбль вăхăт ирттерме пуçтарăнакан çынсен ушкăнӗ мар, унта пыракансем хăйсен чунри ырă туртăмӗсене сцена çине кăлараççӗ, пӗр-пӗринпе ăслăлăхпа ылмашăнаççӗ тата пуянрах пулаççӗ. Çакна асăрхама, сăнаса палăртма питӗ кăмăллă.

Пăва муниципаллă район администрацийӗн пуçлăхӗн Ранис Камартдиновăн ятӗнчен ансамбле Ӗçтăвком ертӳçи Ленар Рафикович Шакирзянов саламларӗ. Коллектива 100 пин тенкӗлӗх сертификат пачӗ.  Ку мероприяти «Уявăн» 10 çулхи юбилейне паллă тунипе пӗрлех Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне уçни те пулнине каларӗ. Фольклор ансамблӗн çитӗнӗвӗсене асăнчӗ, çак кăтартусем тепӗр юбилей тӗлне тата пысăкрах пуласса шанни çинчен каларӗ. Коллектива саламласа «Уяв» ертӳçине Вадим Андреева Тав хучӗ парса чысларӗ.

Районти культура управленийӗн пуçлăхӗ Ринат Жавдатович Гимранов иртнӗ çула пӗтӗмлетрӗ: «Уяв» валли çӗнӗ тумсем çӗленине, коллектив 2022 çулта республика, регион шайӗнче иртекен мероприятисене асăнчӗ. Хăнасене те тимлӗхсӗр хăвармарӗ – «Уява» саламлама килнӗ коллективсене, уйрăм юрăçсене Тав хучӗсем парса сумларӗ. Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткинти Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанăç» коллектива уйрăммăн палăртас килет. Валентина Николаевна, кӳршӗри Çӗпрел районӗнче çуралса ӳснӗскер, Пăвари медицина училищинче вӗреннӗ чух Культура çуртне юрлама çӳренӗ. Çав вăхăтсене ăшшăн аса илчӗ нумай кӗнеке авторӗ, паллă ансамбль ертӳçи. Валентина Тарават сăввипе, хăйех кӗвӗленӗ «Тăван çӗршывăм, Тутарстан» юрă гимн пек сулмаклăн янăрарӗ Культура çуртӗнче. Валентина Николаевна «Уява» хăйӗн кӗнекисене парнелерӗ. Çавăн пекех Пăва районӗнчи ЧНКЦ председательне В.А.Ильина, А.С.Никонорова çыравçа тата ыттисене хăйӗн кӗнекисене асăнмалăх пачӗ. ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев саламӗнче «Уяв» ансамбль Пăва районӗнчи чăвашсен бренчӗ пулса тăнине палăртрӗ.  «Уяв» артисчӗсем лайăх юрлаççӗ, лайăх ташлаççӗ, çынсене савăнтараççӗ», – ырларӗ Константин Анатольевич хăй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен пултарулăх шайне. Вăл 2023 çул Тутарстанра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗн паллипе иртнишӗн савăннине пытармарӗ. Çакă уйрăмах чăвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. «Уявăн» баянистне Федор Петрова ТР ЧНКА Хисеп хутне парса хавхалантарчӗ. 

Юбилей савăнăçлă хӗвӗшӳллӗ лару-тăрура иртсен те «Уяв» ертӳçипе Вадим  Андреевпа тӗл пулса пӗр-икӗ ыйту пама май килчӗ пире.

– Вадим Владимирович, мӗншӗн сирӗн коллектив «Уяв» ятлă? Кама леш енчи чăвашсен Уяв ятлă йăлипе çыхăннă-и ку е праçнике пӗлтерет?

– Ансамбль 2012 çулта Рункă ялӗнче чăмăртаннă. Ăна пуçарса яраканӗ Василий Михайлович Матросов пулнă. Ун чух  эпӗ пулман ку тăрăхра, чăн сăлтавне калаймăп, анчах Кама леш енчи чăвашсен йăлипе çыхăнман тесе çирӗплетме пултаратăп. Çак ят праçникпе, савăнăçпа, хавхаланупа çыхăннă тесе шутлатăп. Тупсăмӗ – коллектив кашни концерт кураканшăн уяв пултăр тесе тăрăшнинче.

– Ку тăрăхра пулман терӗр хăвăр пирки. Хăçан коллективпа ӗçлеме пуçларăр? Хăвăр çинчен каласа парсамăр тата, «Уяв» ертӳçин тилхепине тытиччен сирӗн ӗç мӗнпе çыхăннă, илемлӗ пултарулăхпах-и?

– Эпӗ Тутиелӗнче çуралса ӳснӗ. Атте, Владимир Андреев, ялта клуб заведующийӗччӗ. Вăл баян калама та ăстаччӗ. Çирӗм çул ӗçлерӗ çакăнта. Паллах, пӗчӗкрен унпа пӗрле çӳренӗ. Калăн, клубрах ӳснӗ. Ятарласа музыкăна вӗренмен, анчах юнашар ялан музыка пулнă.  

Тăван тăрăха 2016 çулта таврăнтăм. Шăп ялта клубра ӗçлекен кирлӗччӗ. Килӗшрӗм. 2016 çулта «Уяв» репетицийӗсене çӳреме пуçларăм, концерчӗсене хутшăнтăм. Ун чухне ансамбле Наталья Ракова ертсе пыратчӗ. Кайран вăл çамрăксемпе ушкăн йӗркелерӗ. 2019 çултанпа эпӗ «Уяв» ансамблӗн ертӳçи.

– 2012 çултанпа, пӗрремӗш кунранах ансамбле çӳрекенсем пур-и коллективра? 

– Пур. Вӗсенчен пӗри Федор Петров баянист. Унăн мăшăрӗ Тамара Петрова. Пирӗн икӗ Тамара Петрова. Паян юбилей каçне «Камсем эпир...» композиципе уçакан солистка Тамара Геннадьевна  Петрова пулчӗ. Надежда Жирнова та пӗрремӗш кунранах ансамбле çӳрет, шел, паян юбилей каçне килеймерӗ.

– Хамăр тăрăхра «Уяв» çитмен вырăн юлман пулӗ, вăл хутшăнман мероприяти сайра-тăр. Асра юлнă чи хăватлă мероприяти çинчен каласа парăр, тархасшăн.

– Пӗлтӗр Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ Уяв! Мӗн чухлӗ чăваш пухăннăччӗ унта! Мӗнле çӳллӗ шайра иртрӗ! Акатуй-Сабантуйсенчен уйрăлса тăрать вăл. Эпир Уява кăçал та хутшăнма хавас, хамăра тата ăстарах кăтартас килет. 

– Сире паян сертификат парнелерӗç. 

– Ку питӗ кирлӗ, вăхăтлă парне – эпир пилӗк ретлӗ баян туянма ӗмӗтленеттӗмӗр. Ӗмӗтленни çитрӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

1

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: буинские чуваши