«Ралля Новага Дня» («Ҫӗнӗ кун аки»). Çеçпӗл сăввисене белорусла куçарнă
Минскра чӑваш халӑх поэчӗн Ҫеҫпӗл Мишшин белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи пичетленсе тухнă.
«Ралля Новага Дня» (Ҫӗнӗ Кун Аки) — Беларуҫ Республикин тӗп хулинче, Минскра, Якуб Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра чӑваш халӑхӗн поэчӗн Ҫеҫпӗл Мишшин белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи пичетленсе тухнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Сăвăсене М.Метлицкий куҫарнӑ.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ «Ралля Новага Дня» кӗнекене белорус вулаканне парнеленӗшӗн чылай ҫул Беларуҫ Республикин информаци министрӗ пулса ӗҫленӗ, хальхи вӑхӑтра Беларуҫ Республикин Президенчӗн Администрацийӗ кӑларса тӑракан «Белорусская думка» журналӑн тӗп редакторӗ пулса тӑрӑшакан Александр Карлюкевича (ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути кӑтартассишӗн пуринчен ытла вӑл тӑрӑшнӑ, вӑлах — «Ралля Новаго Дня» кӗнекен умсӑмахне ҫыраканӗ), Я.Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинат директорне Игорь Молоняка, белоруссен ку чухнехи паллӑ ҫыравҫине Алесь Бадака тата, паллах, Микола Метлицкий сӑвӑҫ-куҫаруҫӑна ӑшшӑн тав тăвать. (Сăнӳкерчӗксем gov.cap.ru тата www.chuvash.org сайтсенчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев