Район евчи демографине хирӗç кӗрешме пулăшать
Халь вӗт ӗç хыççăн пурте килте телевизор умӗнче е «телефон ăшӗнче» лараççӗ. Ăçтан шыраса тупăн кун пек Тур çырнине?
Çапларах туса Элкел районӗнче демографи ыйтăвне татса парасшăн. Хальхи вăхăтра вӗт ялсенче çамрăксене тупма йывăр – шăпăрпа шăлса тухнă пек – пурте хулара. Общежитисенче е тара илнӗ хваттерсенче пурăнкалаççӗ. Яла – нимпе те таврăнасшăн мар вӗсем. Çапла качча кайман хӗрсем питӗ сахал тăрса юлнă иккен Элкел районӗнче. Вӗсене те – авланас текен арçынсен мӗнле тупмалла? Халь вӗт ӗç хыççăн пурте килте телевизор умӗнче е «телефон ăшӗнче» лараççӗ. Каçсерен урама уçăлма тухакансене те курмастăн, культура çурчӗсем те çӗнӗ йӗрке тăрăх, каçпа 10-ччен кăна ӗçлеççӗ. Ăçтан шыраса тупăн кун пек Тур çырнине?
Элкел райӗçтăвком ертӳçин çумӗ Лия Мардегаллямова пӗлтернӗ тăрăх, администрацире ӗçлекен çынсенчен пӗрне авланман каччăсемпе качча тухман хӗрсем хушшинче евчӗ пулма явапланă. Ку должность тӳлевсӗр. Çапах та яш-кӗрӗм тӗлпулăвӗсене, дискотекисене ирттернӗ çӗре хутшăнса çамрăксене пӗр-пӗрне тупма пулăшма хушнă çак çынна.
Обществолла ӗçӗн çимӗçӗсем те пур. Мăшăрланусен шучӗ ӳссе пырать. Апла пулсан ача çураласлăхӗ те ӳсмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев