Регионсенче коронавируспа чирлесси чакса пырать
Çӗнӗ хыпарсем

Регионсенче коронавируспа чирлесси чакса пырать

Чăваш Республикинче Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ?

Ӗнтӗ çулталăк ытла çӗршыв коронавируспа кӗрешет. Паянхи куна Тутарстанра пурӗ 18 879 çынра Covid-19 вирусне асăрханă. 15627 çын çак чиртен сывалнă. Шел пулин те 388 çын ковида пула пурнăçран уйрăлнă. Статистика тăрăх, чирлекенсен шучӗ чакса пырать. Мартăн 18-мӗшӗнче Тутарстанра 49 çын чирлени çинчен пӗлтерет республикăри Сывлăх сыхлав министерстви.

Чăваш Республикинче Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш  уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерме сӗнет «Чăваш халăх сайчӗ».

Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.

Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.

Чи сахал ҫын чирленӗ районсен шутне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).

ЧР Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвӗсем


Нет комментариев