Рейхстаг çине кам алă пуснă-ши?
Рейхстаг стени çине: «Аксубаево Харитонов Исаев», – тесе çырнă
Ăнсăртран çак сăнӳкерчӗк куç тӗлне пулчӗ. Унта Рейхстаг стени çине: «Аксубаево Харитонов Исаев», – тесе çырнă. Манăн кукаçи Алексей Никитович Харитонов 1941 çулта вăрçа Аксу районӗнчи Медянка ялӗнчен кайнă. Вăрçă вучӗ витӗр тухса Берлинах çитнӗ, киле Çӗнтерӳпе таврăннă.
Аппа Мария Алексеевна, Алексей Никитовичăн хӗрӗ (вăл кукаçи вăрçăран таврăнсан çуралнă), каласа панă тăрăх, кукаçин тутар юлташӗ пулнă. Вăл ăна вилӗмрен çăлса хăварнă. Унăн ятне те, вăл Аксу районӗнчи хăш ялтан иккенне те эпир пӗлместпӗр. Вăрçă хыççăн вӗсем пӗр-пӗрин патне хăнана çӳренӗ, вăрçă çулӗсене аса илнӗ, йӗнӗ те.
Паллах, Рейхстаг çинчи çак сăмахсене шăпах вӗсем çырнă тесе ӗнентерме пултараймастăп. Анчах та апла та пулма пултарать вӗт-ха? Тен, çакăн пек сăнӳкерчӗк тата камăн та пулсан пур? Рейхстаг стени çине «Аксубаево Харитонов Исаев» тесе кам çырнине те пӗлекен тупăнать? Пур пулсан, тархасшăн, çырса пӗлтерӗр.
Пирӗн кукаçи вăрçăра аманнă пулнă. Вăл 1968 çулхи май уйăхӗнче Аслă Çӗнтерӳ 23 çул тултариччен икӗ кун юлсан яланлăхах куçне хупрӗ.
Лидия КВАКОВА.
Çарăмсан районӗ,
Акрель.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев