Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республика ертӳçисем Хӗл Мучине пулӑшаҫҫӗ

Сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем тата пурнӑҫ минимумран сахалтарах тупӑш илекен пенсионерсем ыйтса ҫырнисене Кремльте "Кӑмӑлсем чӑрӑшӗ" акцие хутшӑнтараҫҫӗ

Великий Устюга Хӗл Мучи адресӗпе ачасенчен килекен ҫырусенчен хӑшӗ-пӗрне сивӗ хуҫи ҫӗршыв ертӳҫи патне ярса парать пулмалла. Президент Аппаратӗнче ҫак ҫырусене сортласа "Кӑмӑлсен чӑрӑшӗ" ҫине ҫакса хураҫҫӗ. Регионсен пуҫлӑхӗсем Мускава килсен Хӗл Мучи пулӑшаканӗсем вӗсене ҫак чӑрӑш патне илсе пыраҫҫӗ. Кашни шар ӑшӗнче вӗсем ертсе паракан облаҫ е республикӑран килнӗ ача ҫырӑвӗ. Унта Хӗл Мучирен парне ыйтса ҫырнӑ. Ҫак ыйтнисене регионсен пуҫлӑхӗсем илсе вулаҫҫӗ те пурнӑҫлама сӑмах параҫҫӗ. 

Ҫапла, нумай пулмасть Рустам Минниханов Республика елкине вертолётпа вӗҫсе килчӗ. Унпа пӗрле 11 ҫулти Амирхан Садыков анчӗ вертолётран. Ҫапла Президентӑмӑр шкул ачи Хӗл Мучирен ыйтнине тивӗҫтернчӗ. Фарид Мухаметшин та унран юлмасть. Кӑҫал вӑл 7 ҫулти Амир Файзрахманова вылямалли чукун ҫулпа поезд илсе парнеллӗ. Минтимер Шаймиева 17 ҫулти арҫын ачана ноутбук парнелӗ. 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӳрех виҫӗ ача ыйтнине тивӗҫтпрет. Хӗл Мучирен боксер грушине ыйтнӑ Денис Николаевпа тӗлпулнӑ. Республика ертӳҫи ӑна грушӑпа пӗрле бокс перчеткисем те парнеленӗ. 

Михаил Игнатьевӑн тата икӗ ача валли ҫулҫӳревсем йӗркелемелле. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев