Республика шайӗнче тухса тăракан кăларăмсене çырăнмалли юлашки кун – июнӗн 22-мӗшӗ.
Тусăмăрсем, енчен те эсир «Сувара» çитес çур çула çырăнса ӗлкӗреймен пулсан васкăр – çырăнтару кампанийӗ вӗçлениччен хаçата çырăнăр. Чăвашла пичет кăларăмне почтăна кайса та, Раççей Почтин сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
Хаклă вулаканăмăрсем! 2026 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани вӗçленсе пырать. Республика шайӗнче тухса тăракан кăларăмсене çырăнмалли юлашки кун – июнӗн 22-мӗшӗ.
Редакци хаçата 2026 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче парнесем вылянтарни пирки аса илтеретпӗр. Тӗп парне – мини-печь. Акцие хутшăнас тесен «Сувара» 6 уйăха çырăнмалла та квитанцие фото туса редакцие ярса памалла: е почта урлă 420066, г.Казань, Декабристов, д.2, Редакция газеты «Сувар» адреспа, е suvar@mail.ru электронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе Макс урлă. Хăвăрăн ятăра, аçăр ятне, хушаматăра, адресăра тата телефон номерне палăртма ан манăр.
Квитанцисене 2026 çулхи июлӗн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр. Акцие август пуçламăшӗнче пӗтӗмлететпӗр.
Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Çырăнса илер «Сувар»,
Чăвашсем, пӗрле пулар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев