Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра 240 ытла электрокарсене авӑрламалли станци

Зарядлӑ инфраструктура лайăх аталаннă пилӗк регионтан пӗри – Тутарстан

2026 çул пуçламӑшӗ тӗлне Раççейре электрокарсен (BEV) тата сыпӑнакан гибридсен (PHEV) паркӗ 175 пине çити ӳсмелле. Кун çинчен «Автостат» аналитика гентствин директорӗ Сергей Целиков хăйӗн ТГ-каналӗнче çырнă. 2025 çул варринче çӗршывра çакӑн пек 138,6 пин машинăна регистрациленӗ.

Çулталӑкра борт çинче зарядка тӑвакан транспорт хатӗрӗсен шучӗ 50 процента яхӑн ӳсет. Çав хушӑрах сыпӑнакан гибридсен сегменчӗ вăйлăраххи курăнать – вӗсен шучӗ 73 процента  ӳснӗ. Тутарстан заряд станцийӗсен шучӗпе топ-5 регион шутне кӗнӗ, унăн кăтартăвӗ – 246 единица. Мускав (828 станци), Мускав облаçӗ (761 станци) малта пыраççӗ. Вӗсем хыççӑн Краснодар крайӗ (414 станци), Санкт-Петербург (392 станци). Топ-10 шутне çавӑн пекех Пушкӑртстан, Чулхула, Сахалин тата Новосибирск облаçӗсем, Красноярск крайӗ кӗнӗ.

2025 çулхи виççӗмӗш квартал вӗçӗнче Раççейре 6,4 пин ытла зарядлакан станци ӗçлени паллă. Вăтамран пӗр станци пуçне 12 электрокар тата 15 гибрид тивет. Çав вăхăтрах электрокарсен хуçисенчен çурри машинисене килӗсенче авăрлани те паллă.

Статистика: усă курнă машинăсен рынокӗнче автокар сутасси 25 процент ӳснӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство