Республикăра çамрăксен тӗпчевӗсем валли пӗр миллион уйăраççӗ
Тутарстанра çамрăк ученăйсене наукăпа тӗпчев ӗçӗсенче пулăшас тӗллевпе тӗрлӗ грант пуçараççӗ. Кун пирки «Татар-информ» ИА Наука кунӗ умӗн иртнӗ пресс-конференцире физикăпа математика наукисен кандидачӗ, Хусанти Завойский ячӗллӗ физикăпа техника институчӗн лабораторийӗн заведующийӗ Андрей Камашев пӗлтернӗ.
Февралӗн 11-мӗшӗнче Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра «Научный прорыв» премин лауреачӗсене чысланине те каласа хăварчӗ вăл. Лауреатсене вунă номинацире награда параççӗ.
«Кăçал вӗсене пысăк преми панине палăртмалла. Гран-при, пӗрремӗш вырăншăн 500 пин тенкӗ, иккӗмӗшшӗн – 300, виççӗмӗшшӗн – 200 пин тенке парăнать», – тенӗ Андрей Камашев.
Ун сăмахӗсемпе, 35 çултан аслăраххисене те социаллă пулăшусăр хăвармаççӗ.
«Федерацин тӗпчев центрӗ ӗçлекенсене тӳлевсӗр пурăнмалли çурт-йӗр парать. Коммуналлă услугăсемшӗн кăна тӳлемелле. Кăçал 88 хваттертен тăракан çуртра парăнать», – палăртнă физикăпа математика наукисен кандидачӗ.
Нумаях пулмасть ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков 2025 çул тӗлне Тутарстанра çамрăк ученăйсем валли пурăнмалли çурт-йӗр программи йӗркелесси çинчен пӗлтерчӗ. Пурăнмалли условийӗсене лайăхлатма 1 миллион ытла субсиди уйăрма палăртнă.
Тутарстан çӗнӗ «Кадрсем» наци проектне пурнăçланă çӗре те хастар хутшăннине каласа хăвармалла.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев