Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра пурăнакансене Тутарстаншăн сасăлама чӗнеççӗ

Çырчаллинче августăн 5-мӗшӗнче Атăлçири урам ӳнерӗн округри «ФормАРТ» фестиваль шайӗнче тунă мурала уçнă. Хула 400 çул тултарнине халалланă çӗнӗ арт-объект Шамиль Усманов урамӗнчи 87а çуртăн фасадне илемлетет.

Церемоние Тутарстан Республикин çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров тата Çырчалли мэрӗ Наиль Магдеев хутшăннă. Вӗсем пӗрле мурал çине «ФормАРТ» фестивалӗн логотипне лартнă,  ӗçе официаллă майпа уçнă.

Мурал Александра Попова

 

Мурал авторӗ – çамрăк ӳнерçӗ Александр Попов. Унăн «Семейные традиции» эскизне конкурсăн регионти тапхăрне килнӗ 96 ӗç хушшинчен суйласа илнӗ. Сăнӳкерчӗкре  тутарсен наци апатне – эчпочмака – пӗрле хатӗрлекен кинемейпе мăнукӗ. Композици ăрусен çыхăнăвне, çемье хаклăхӗсене хисепленине тата йăла-йӗркене упранине сăнарлать.

Открытие мурала

«Професси тӗлӗшӗнчен ӗçе питӗ çӳллӗ шайра пурнăçланă. Тӗссене ăнăçлă суйласа илнӗ, картинăра чун ăшши уйрăмах курăнса тăрать. Асаннепе пӗрле пӗçернӗ чухнехи ачалăх тӳрех аса килет: какай турани, пельмень туни, эчпочмак пӗçерни. Шанса тăратăп, ку мурала çывăхри çуртсенче пурăнакансем кăмăлӗç, хула çыннисемпе хăнасемшӗн   пӗлтерӗшлӗ вырăн пулса тăрӗ вăл», – палăртнă министр.

Александр Попов хăйӗн ӗçӗпе «ФормАРТ» фестивалӗн округ тапхăрне  хутшăнать. Çӗнтерӳçӗсене «Госуслуги» порталта иртекен халăх сасăлавӗ палăртӗ. «Семейные традиции» муралшăн сасăлас тесен  çак ссылкăпа кӗрсе августăн 16-мӗшӗччен 4-мӗш номерлӗ ӗçе суйламалла.

«Молодежь и дети» наци проекчӗ шайӗнче иртекен «ФормАРТ» фестиваль 2020 çултанпа РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров тӗрев панипе иртет. Проект çамрăк ӳнерçӗсене аталанма пулăшать, хальхи хула хутлăхне илемлетет.

Фестивалӗн VII сезонӗн çӗнтерӳçисене август уйăхӗнче Кировра пӗлтерӗç. Чи лайăх ӗçсен авторӗсем пултарулăха малалла аталантарма 100-200 пин тенкӗ грант илӗç.

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министрствин пресс-службин тата nabchelny.ru сайтран илнӗ сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: набережные челны голосование художник #Фестиваль