Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра япăх илтекенсем е пач илтменнисем валли ятарлă проект хута кайнă

Хусанти инновацилле университет РФ Президент гранчӗсен фончӗн çӗнтерӳçи пулса япăх илтекенсем е пач илтменнисем валли хушма пӗлӳ илессипе онлайн-курссем йӗркелет

 Специальноçсен шутӗнче: смета ӗçӗ, бухгалтери, интерьер дизайнӗ. Вӗрентӳ материалӗсене Хусанти инновацилле университетăн YouTube каналӗнче халех тупма пулать. Профессисене ахаль суйламан, ӗç рынокӗнче вӗсем чи кирлисен шутӗнче. Проект хӳттинче онлайн-вӗренӳ иртме виçӗ ушкăн йӗркелеме палăртнă, пурӗ 100 çын ытла. Малашне ку проекта анлăлатса вӗренекенсен шутне ӳстерме тӗллев лартнă.

Сывлăх енчен çирӗпех маррисене пӗлӳ парассипе Раççейре​ йывăрлăхсем çук мар. Тӗп проблема – вӗсемпе ӗçлекен специалист-педагогсем çителӗксӗрри. Çавăнпа университет проект хута ярса​ проблемăна кăшт та пулин çăмăллатма шутланă. Курссене 25 – 60 çулсенчи çынсем хутшăнма пултараççӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыççăн кашни хушма пӗлӗве çирӗплетекен диплом илӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев