Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри халăхсен уявне çӗпрелсем те хутшăнчӗç

Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» чăваш халăх ансамбльӗ çак кунсенче Кайпăç районӗнче иртнӗ халăхсен туслăхӗн уявне хутшăннă. «Кичке уен» («Каçхи вăйă») уява ку тăрăхри мӗн пур нацисен авалхи халăх йăлисене чӗртсе упрас, фольклор уявӗсене анлăлатас тесе ирттереççӗ.

Хальхи улшăнуллă лару-тăрура кашни халăхăн хăйтӗллӗнлӗхне упрани, культурине аталантарни, чӗлхине сыхлани пысăк пӗлтерлӗшлӗ. Шăпах çакăн çинчен фольклор искусствин чӗлхипе «Каçхи вăйă» лапамӗнче тӗрлӗрен фольклор ушкăнӗсем калаçаççӗ те. Çӗпрелсемсӗр пуçне уявра Хусан, Кайпăç, Атня, Пăва тата ытти районсен артисчӗсем хутшăнчӗç. Фольклорпа çыхăннă илемлӗ пултарулăх номерӗсене кăтартнисӗр пуçне «Хӗлхем» ушкăн тӗрлӗрен вăйăсенче хутшăнма та хăват çитерчӗ, нумай çӗрте çӗнтерсе хаклă парнесем илме тивӗçрӗ. Çавăн пекех пире «Каçхи вăйă» дипломне те парса хавхалантарчӗç.

Ансамбль коллективӗ çак республика халăхӗсен уявӗнче хутшăнма май туса панăшăн район ертӳçисене тав тăвать.

  Геннадий Карсаков, «Хӗлхем» ансамблӗн солисчӗ.

«Кйбицкие зори» хаçат сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев