Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри вӗрентекенсен августри канашлăвӗ Лайăш районӗнче иртет

Кăçал республикăри вӗрентӳ ӗçченӗсен августри канашлăвӗн пленарлă ларăвӗ Лайăш районӗнчи Усады ялӗнчи «Инноватика» ятлă нумай профильлӗ лицейре августăн 15-мӗшӗнче иртет.

Канашлăвăн тӗп теми – «Вӗрентӳри лидерлăх: стратегилле ориентирсемпе технологисем».

Ларăва Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов,  Премьер-министрӗ Алексей Песошин, Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, РФ Патшалăх Думин тата ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен, федераллă органсен, муниципаллă районсен ертӳçисем, вӗрентӳ управленийӗсен пуçлăхӗсем, аслă тата вăтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсен ректорӗсемпе директорӗсем, пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулсен директорӗсем тата ыттисем хутшăнаççӗ.

Августăн 15-мӗшӗнче ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнче пленарлă ларăва тӳрӗ эфирта пăхма май пулать.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев