Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ресторансем пӗр кун ҫӗрле виҫҫӗччен ӗҫлӗҫ

Ытти кунсенче кафесемпе ресторансем маларах кӗртнӗ чарусемпе килӗшӳллӗн, яланхи пекех 24:00 сехетчен ӗҫлӗҫ

  Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ пурте асамлӑх кӗтеҫҫӗ. Рестораторсем валли Хӗл Мучи вырӑнне кӑҫал Тутарстан ертӳҫи пулса тӑчӗ ахӑр. Республикӑра декабрӗн 31-мӗшӗнче апатлантару заведенийӗсене ҫӗрӗпе 03:00 сехетчен ӗҫлеме ирӗк панӑ. 

Ҫакӑн ҫинчен калакан постановоение паян республикӑн премьер-министрӗ Алексей Песошин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Ытти кунсенче кафесемпе ресторансем маларах кӗртнӗ чарусемпе килӗшӳллӗн, яланхи пекех 24:00 сехетчен ӗҫлӗҫ.

 Аса илтеретпӗр, Рестораторсен ассоциацийӗ республика Президенчӗ патне Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ чарусене ҫӑмӑлоатма ыйтса ҫыру ҫырнӑ пулна. Паян Рустам Минниханов ыйтнине тивӗҫтернӗ. Вӑл общепит заведенийӗсем Роспотребнадзорӑн мӗн пур предписанине пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев