Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ритейлер М‑12 трассăпа тавара пилотсӑр машинăпа кӳрсе килнӗ

Пилотсӑр грузовик Санкт‑Петербургран Ешӗлвара тиевсене илсе çитерес вӑхӑта 2,5 хут чакарать

«Магнит» ретейлер Navio компанин автономлă грузовикӗпе çӗнӗ маршрутпа кӳрсе килнӗ тавара. Çулăн пӗр пайӗ М‑12 «Восток» трассăпа иртнӗ. Санкт-Петербурга таврăнас çула та шута илсен коммерцилле тиевлӗ пилотсӑр грузовиксен пӗтӗмӗшле рейсӗ 3000 километра çитнӗ. Çак çавра маршрут Раççейри пилотсăр логистикăн чи вăрăм коридорӗ пулса тăрать. Çакăн пирки Navio социаллă сетьсенче хыпарлать.

Маршрутăн тӗп пайӗнче, М-11, ЦКАД и М-12 трассăсен чи вăрăм участокӗснче автономлă грузовика AI-водитель тытса пынă. Тест результачӗсем автономлă технологисем логистикăна лайăхлатнине кăтартса панă – Санкт-Петербургран Хусана çитес çула 2,5 хут кӗскетнӗ. Çын-водитель ӗç режимне пăхăнса çывăрсан-кансан 58 сехетре çитетчӗ, автономлă гузовик пӗр талăкрах вырăна çитме пултарать.

Компанисем çитес çул пилотсăр грузовиксемпе куллен усă курма шутлаççӗ.   

Турттармалли пур тапхӑра ТА AI-водитель тӗрӗслет: вӑл процеса сӑнаса пырать, грузовик хусканӑвӗн оптималлӑ параметрӗсене хӑй тӗллӗн суйласа илет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Экономика