Рустам Минниханов «КАМАЗ-мастер» командӑна "Дакар-2022" ралли-марафонра ҫӗнӗрен ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ
Тутарстан Президенчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 19-мӗш хут ҫӗнтерме спортсменсене пысӑк ӑсталӑх, команда туйӑмӗ, тата хуҫӑлми ӑнтӑлу пулӑшнӑ
"Дакар-2022" ралли-марафонра ҫӗнтернӗ «КАМАЗ-мастер» командӑна чаплӑ лару-тӑрура паян Хусан Кремлӗнче чысланӑ
"Ралли-марафонӑн Сауд Аравийӗн хӑйӑрӗсем тӑрӑх выртакан маршручӗ ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫынсемшӗн ҫӑмал пулман, – тесе палӑртнӑ Рустам Минниханов спортсменсене саламланӑ май. – Апла пулин те, командӑри кашни ҫын хӑй ӗҫне лайӑх тунӑран, эсир чи лайӑх результатсем кӑтартма пултартӑр та – грузовиксен категорийӗнче малти мӗн пур тӑватӑ вырӑна Тутарстан команди йышӑнчӗ»
Тутарстан Президенчӗн сӑмахӗсемпе, "КАМАЗ-мастер" команда автоспортпа аппаланакан ҫамрӑксемшӗн лайӑх тӗслӗх.
Уйрӑмах кӑмӑллӑ патшалӑх наградисене илнисен хушшинче чӑваш каччи те пуррине пӗлсе тӑма. Дмитрий Никитин Антон Шибалов командине кӗрет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев